Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Марафона – пысăк пуçарупа

Марафона – пысăк пуçарупа

Республикăри «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕччĕ эпир. Район çыннисем унта пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ.

Хальлĕхе фонд пухмачне 197410 тенкĕ пуçтарăннă. Вăл шутран Елчĕксем 106995 тенкĕ хывнă. Ырă та сăваплă ĕçĕн кăçалхи пуçаруçисем – районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм предпринимательсем. Акă, марафон счечĕ çине «Энтепе», «Яманчурино» 10000-шар, «Сатурн», «Клевер», «АСК-Яльчики», Л.Григорьев 5000-шер, «Труд», «Агрофирма «Нива», «Эмметево», «Урожай» 3000-шер, П.Хмелев, А.Чайкин, А.Филиппов, Т.Васильева 2000-шер тенкĕ куçарнă.

Ырă тĕслĕх кăтартакан хуçалăхсем хыççăн шкулсем пулăшу аллине тăсма пуçăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code