Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ултав мелĕсем тĕрлĕрен

Ултав мелĕсем тĕрлĕрен

Шалти ĕçсен министерстви ют укçана контактсăр майпа вăрлакансем ултавăн çĕнĕ меслетне алла илни çинчен пĕлтерет. Ятарлă программăпа усă курса вĕсем çынсене хăйсем право хуралĕн органĕсенчен шăнкăравланине ĕнентереççĕ.

Çапла вара çынсем полици ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Хăйсем пĕлтернĕ тăрăх, банкри шут çинчи укçа управлăхĕ хăрушлăхра тесе шăнкăравлакансене малтанах ĕненмен инкек тÿснисем. Çапах та преступниксем иккĕленĕвне сирме пултараççĕ — çапла тума ятарлă программа, цифрăсен кирек мĕнле комбинацийĕпе усă курса шăнкăравлама май параканскер, пулăшнă. Ултавçăсем вăй тытăмĕсен абонент номерĕсенчен шăнкăравланă, хăйсемпе çав органсенчи сотрудниксем тесе паллаштарнă, хайхи номерсене çав вăй тытăмĕсен интернетри сайчĕсенчи телефон номерĕсемпе танлаштарса пăхма сĕннĕ. Çапла вара çынсен иккĕленĕвне сирсе вĕсенчен банк карточкисен реквизичĕсене ыйтса пĕлме пултарнă. ШĔМ черетлĕ хут асăрхаттарать: банк карточкин реквизичĕсене – номерне, виçĕ цифрăран тăракан вăрттăн кода, смс-пароле никама та пĕлтерме юрамасть. Енчен те укçăра урăх шут çине куçарма сĕнеççĕ пулсан хăвăра улталанине тÿрех ăнланăр. Иккĕленетĕр пулсан карточкăн тÿнтер енче кăтартнă «хĕрÿ лини» номерĕпе шăнкăравлăр.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code