Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйтăва – тимлĕх

Кашни ыйтăва – тимлĕх

Нарăс уйăхĕнче районти ял тăрăхĕсенче граждансен пухăвĕсем иртнĕ. Вĕсенче мĕнле ыйтусем çĕкленĕ? Ыйтусене епле татса парасшăн? Тĕпрен илсен çак проблемăсем тавра пулчĕ райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисем пухăннă черетлĕ канашлу. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тунă отчетсенчен çакă курăнать: татса памалли ыйтусем пур çĕрте те пĕрешкелтерех. Çул-йĕр сарасси, масарсенчи картасене, унта илсе пыракан кĕперсене юсасси, шыв башнисене улăштарасси тата харпăрлăха куçарасси…

Хальхи вăхăтра вырăнти нумай ĕçе тĕрлĕ проектсене хутшăнса пурнăçа кĕртме май пур. «Пуçаруллă бюджет», «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» тата ытти проектпа ĕçлемеççĕ мар ял тăрăхĕсен администрацийĕсем. Пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсене шăпах асăннă проектсем çине таянса пурнăçламаллине палăртрĕ те район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Çав вăхăтрах хăш-пĕр ялсенче сăваплă вырăнсене – масар территорийĕсене çÿп-çапран, йывăç-туратран тасатма «ÿркеннине» мĕнле ăнланмалла? Мĕн чăрмантарать? Кунта расхут пирки шутламалла мар, тÿркăмăллăхпа чун хавалĕ кăна кирлĕ.

Каркалар ялĕнче хускатнă ыйту пирки уйрăммăн чарăнса тăрар. Унта пурăнакансем пухура тухтăрăн пĕтĕмĕшле практика офисне уçма ыйтнă. Канашлура ăна районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова хуравларĕ. Ялти ФАПра пĕр ставкăпа фельдшер ĕçлет. 100 çынран сахалтарах пурăнакан ялсенче /Каркаларта – 85/ урăхла тытăмлă сывлăх çурчĕ уçма май çук. Çакна шута илсе 2019 çулта района çĕнĕ медицина комплексĕ уйăрса панă. Иртнĕ çул пандеми чăрмантарнă тăк, кăçал куçса çÿрекен мобильлĕ ФАП графикпа килĕшÿллĕн кашни пĕчĕк яла çитĕ. Электрокардиографпа, ÿпкене искусствăлла вентиляци тумалли аппаратпа, гинекологи креслипе пуян автомашинăра анализ пама, диспансеризаци тухма, консультаци илме пулать…

Пухусенче çĕкленĕ хăш-пĕр ыйтусене район администрацине е ытти органсене хыпарлакансем те пур. Апла пулсан ял тăрăхĕсенче кашни проблемăна шута илме, вăхăтра татса пама тăрăшмалла. Пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмалла мар.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code