Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Раççей шайĕнче çĕнтернĕ

Таяпа Энтри каччи Анатолий Узюкин /пĕрремĕш тренерĕ – Олег Федоров/ тĕрлĕ турнирсенче тăтăшах çĕнтерÿпе палăрать.

Шупашкарта иртнĕ кирепуканçăсен Раççей первенствинче те 68 килограма çитичченхи виçере унпа танлашакан пулман. Спорт мастерĕ икĕ енлĕ кĕрешÿре 208,5 очко пухса Чăваш Ен рекордне тунă.

Пултаруллă атлета çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ.

«Онкопатруль» ĕçлерĕ

Иртнĕ кунсенче Елчĕкри тĕп больницăра «Маммологи онкопатрулĕ» комплекс ĕçлерĕ.

Республикăри онкологи диспансерĕн «Маммологи онкопатрулĕ» профилактика проекчĕ 2015 çултанпа пурнăçа кĕрет. Ăна усал шыçăсене чир аталанма пуçланă тапхăрта тупса палăртас тĕллевпе ĕçе кĕртнĕ. Куçса çÿрекен хальхи йышши рентгенологи комплексне цифра маммографĕпе пуянлатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code