Пятница, 12 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чун ыйтнипе тăрăшсан

Чун ыйтнипе тăрăшсан

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче районти культура сферин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, отрасль ветеранĕсем, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Пухăннисем фойери тĕрлĕ куравсемпе паллашнă хыççăнах çĕнетсе илемлетнĕ çутă залра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсене халалланă кĕске метражлă «Çĕр тата чĕре çине хăварнă суран» илемлĕ-документлă фильма пăхрĕç. Районти культработниксем 80 çул каяллахи чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсене сăнланă картинăна чун-чĕрене хумхантараймасăр пăхаймăн. Вăл вĕçленнĕ хыççăнах хăйне сăмах панăран Леонард Васильевич чи малтанах кино ÿкерекенсен ĕçне пысăк хак пачĕ, пандемие пула иртнĕ çулхи паллă уявсене – Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă уявсене онлайн мелĕпе ирттерме тивнине, районти культура çурчĕсем çĕнелсех, пурлăхпа техника никĕсĕ пуянлансах пынине палăртса хăварчĕ.

Унтан Леонард Левый чи пултаруллисене наградăсем парса чысларĕ. Культура ĕçĕнче пысăк тÿпе хывакан Шăмалак ял библиотекин заведующийĕ Венера Усанова ЧР Культура министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Сăрьелĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ Зевдет Салахутдинов, Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн культорганизаторĕ Наталия Муллина, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн лектор-экскурсовочĕ Снегира Степанова ЧР культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе палăрнисене сумлă ятсем парасси тахçанхи ырă йăла. «Чи лайăх клуб учрежденийĕ – 2020» ята Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕ /директорĕ М.Демьянова/, «Чи лайăх библиотека-2020» ята Елчĕкри централизациленĕ библиотека тытăмĕ /директорĕ А.Петрова/ çĕнсе илчĕç. Чун ыйтнипе тăрăшсан çитĕнÿ тума пулатех çав. Акă, Лаш Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ Юрий Петухов «2020 çулхи чи лайăх культура ĕçченĕ», тĕп библиотекăри право, ĕç тата социаллă пĕлтерĕшлĕ информаци центрĕн заведующийĕ Анна Медведева «2020 çулхи чи лайăх библиотекарь» ятсене тивĕçрĕç.

Анлă докладпа район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Зарема Князева тухса калаçрĕ. Вăл иртнĕ çул патшалăх ялти культурăна аталантарасси тата пулăшса пырасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса районти чылай культура учрежденийĕсене тĕплĕ юсав ирттерни пирки тата çывăх вăхăтра юсав кĕтекен объектсем çинче чарăнса тăчĕ.

В.СМИРНОВА.

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем, ветерансем!

Сире Культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем, çемьере килĕшÿ те юрату, çирĕп сывлăх сунатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code