Четверг, 9 февраля, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Автоматлă пĕлтерÿ сервисĕ

Автоматлă пĕлтерÿ сервисĕ

2021 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинчи нумай функциллĕ центрсенче /НФЦ/ заявительсене Чăваш Республикин шалти ĕçсен Министерствин управленийĕн докуменчĕсем хатĕрри çинчен калакан автоматлă пĕлтерÿ сервисĕ ĕçлесе кайнă.

Хальхи вăхăтра НФЦсенче Раççей Федераци гражданинĕн, ют çĕршыва каймалли паспорчĕсене, водитель удостоверенине илме тата вăхăтлă е ялан пурăнакан вырăнта регистрацилесси çинчен заявителĕн телефонĕ çине роботран шăнкăрав килет.

Сасăллă робот пĕлтернĕ хыççăн, заявителĕн НФЦна хатĕр документсене килсе илмелли çеç юлать.

Малашне НФЦ робочĕ патшалăхăн тата муниципалитетăн ытти пулăшăвĕсем пирки те пĕлтерĕ.

Л.ВИКТОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code