Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрлăха сутма та, туянма та пĕлмелле

Вăрлăха сутма та, туянма та пĕлмелле

Ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене сутас йĕркене пăхăнманшăн – штраф, ăна туянма пĕлмесен вара пушă карçинкка ĕнтĕ е йăран тулли çум курăк. Пĕлмен вырăнта тата иккĕленÿллĕ вăрлăх туянсан çапла тухăçсăр тăрса юласса е ахаль те тарăхтаракан çум курăксен йышне урăх тĕрли хушăнасса кĕтсе тăр.

Вăрлăхсене сутас енĕпе кăçалтан тытăнса – çĕнĕ йĕрке. Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче РФ Ял хуçалăх министерствин «Ял хуçалăх ÿсен-тăранĕсен вăрлăхĕсен партийĕсене сутассин тата транспортировкин йĕркине çирĕплетни çинчен» 443-мĕш приказĕ вăя кĕчĕ. Сăмах май, ку приказ сутуçăсене кăна мар, вăрлăх туса илес енĕпе ĕçлекенсене те пырса тивет.

Вăрлăх тултарнă пĕчĕк пакетсен тĕлĕшпе те çĕнĕлĕхсем пур. Малашне этикеткăсем çинче ял хуçалăх культурисен ятне латинла тата вырăсла çырмалла.

Ют çĕршывран илсе килнĕ вăрлăх пулсан, ăна ăçта туса илнин вырăнне, организаци ятне тата адресне палăртмалла. Кунсăр пуçне ген хушса çĕнетни е çĕнетменни /ГМО/ пирки пĕлтермелле.

Сăмах май, ген хушса çĕнетнĕ вăрлăхсем республикăра сутнине тупса палăртас тĕллевпе пĕлтĕр 8,5 тонна импорт вăрлăхран 110 проба илсе тĕрĕслеттернĕ. ГМО палли пулман вĕсенче.

Анчах вăрлăх контролĕ урăх çитменлĕхсем тупса палăртнă. Ытти çулсенчи пекех патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне /Госреестр/ кĕртмен вăрлăх сорчĕсене асăрханă. Вăрлăхăн шăтаслăхне тата сортне çирĕплетекен документсемсĕр сутнă тĕслĕхсем те тĕл пулнă. Унсăр пуçне, лаборатори тĕпчевĕсем шăтаслăх енĕпе 10 проба ГОСТпа килĕшсе тăманнине çирĕплетнĕ.

Чăннипе, тĕрĕслев ĕçĕсем çулталăкĕпех пулаççĕ. Кăçал та рейдсем ирттерме палăртнă. Çапах пахчаçăсен хăйсен те тимлĕ пулмалла вăрлăх туяннă чухне.

Вăрлăха ятарлă лавккасенче туянмалли каламасăрах паллă. Сортсене Госреестрта регистрациленипе кăсăкланни те вырăнлă: интернетри адресĕ – www.gossort.com. Çавăн пекех вырăнти условисене хăнăхса çитнĕ сортсене суйласа илни шанчăклăрах пулнине çирĕплетеççĕ специалистсем. Информаципе тимлĕн паллашмалла. Вăрлăха кам тата ăçта туса кăларни, унăн адресĕ, культура тата сорт ячĕ, стандарт палли /ТУ/, парти номерĕ, йывăрăшĕ /грамм/ е шучĕ пирки çырни пур-и? Вăрлăха хăçан тултарнине палăртма манман-и? Унччен хăçанччен усă курма юранă вăхăта палăртнă, халĕ – хăçан тултарса хупнине.

Вĕсене туяннă чухне çакна та шута илмелле: пахалăх сертификачĕ е свидетельстви тата вăрлăх пакечĕсем çинче çырнă информаци пĕр пек пулмалла.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code