Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çак кун нихçан асран каймĕ

Çак кун нихçан асран каймĕ

«Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев летчик космонавт «Победа» колхоза килессине пĕлсен ял çыннисем питĕ савăннă. Пурин те ăна курас, унпа калаçас шухăш-кăмăл çĕкленнĕ.

1963 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕ. Космос Паттăрне куç илейми кĕтеççĕ. Кушкăпа Анат Туçа хушшинче çул çине ачасем ир-ирех тухса тăнă ĕнтĕ. Аякра автомашина курăнса каясса сăнаса тăраççĕ. Аслă Пăла Тимешĕнче юлашки хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта митинг пулмалла-çке-ха. Трибуна хатĕр. Тин çеç татнă чечексенчен хĕрсем çыхăсем хатĕрлеççĕ.

Акă, çăмăл машинасем пĕрин хыççăн тепри çитсе чарăнаççĕ. Кĕтсе илекенсем хушшинче Социализмла Ĕç Геройĕ, «Победа» колхоз председателĕ Василий Зайцев тата ĕçре мухтава тухнă çынсем. Василий Васильевич кăкăрĕ туллиех орденсемпе медальсем. Унăн Ленин орденĕ кăна виççĕ. Çăкăр-тăварпа кĕтсе илекенсем – колхоз ветеранĕсем, çитмĕлтен иртнĕ колхозниксем Александр Рыбкин, Василий Мамайкин, Федор Скрипкин.

Андриян Николаева çăкăр-тăвар тыттарнă май, вĕсем куçĕсене шăлаççĕ. Хумхану, савăнăç, телей – пурте кунта. Калас сăмахсем те таçта çĕтеççĕ.

Хаклă хăна колхозпа паллашать. Чи малтанах Василий Зайцев ăна кукуруза уйне илсе каять, унтан – хăмла плантацине, хăмла татакансем патне. Халăх хĕрсе хăмла татать. «Нумай машина килсе чарăнчĕ. Митинг пулчĕ. Андриян Григорьевич калаçрĕ. Мĕн калаçнине астумастăп, анчах та унăн сăнĕ, ăшă кулли паянхи пек асра. Курнă-курнă та, ун пек Паттăрпа тĕл пулма тÿр килмен мана», – тесе аса илет 80 çултан иртнĕ Арсентий Лисицын.

– Колхоз садне кĕрсе тухмасăр мĕнле вара, Андриян Григорьевич, – тет Василий Васильевич хаклă хăнана. – Пирĕн панулмине тутанса пăхмасăр мĕнле ĕнтĕ…

Космонавт «Победа» колхоз фермисене курса çаврăннă çĕре ял варринчи площаде халăх шăнăçми пухăнса çитнĕ. Кĕтеççĕ. Митинг пуçланать. Ăна Илья Трофимов кĕске сăмах каласа уçать. В.Зайцев сăмаха тăсса колхоз çитĕнĕвĕсем çинчен каласа парать.

Митинга тăснă май А.Николаев сăмах илет. Хумханса калаçать герой. Ăна хăйне те пăлханса итлеççĕ. Вăхăт шăвать. А.Николаева кайма та вăхăт. Манăçми çак тĕл пулу нихăçан та асран тухмĕ».

Патăрьел районĕнчи «Авангард» хаçатра 1963 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче пирĕн тăрăха космос паттăрĕ килни çинчен питĕ тĕплĕ çырса кăтартнă. Вăл вăхăтра «Победа» колхоз ячĕ çĕршывĕпех саланнă. В.Зайцев пултаруллă председатель пулни те вăрттăнлăх мар. А.Николаев Шуршăл ялĕнчи колхоза çĕклеме пултаракан çынпа çывăхрах паллашма килнĕ пулнă та ун чухне. 1942-1963 çулсенче В.Зайцев «Победа» колхозра, 1963 çул вĕçĕнчен Шуршăл ялне куçса кайса унта 1977 çулччен вăй хунă.

С.ГОЛУБЕВА,
Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ертÿçи хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code