Четверг, 1 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Илме анчах лайăх

Илме анчах лайăх

Юлашки вăхăтра онлайн-кивçен мелĕ вăй илсе пыни сисĕнет. Шăпах çак мелпе усă куракансене асăрхануллă пулмалли пирки аса илтереççĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем.

Ăçта укçа-тенкĕ – ултавçăсем çавăнта туртăнаççĕ, çынсен тупăшне ярса илессишĕн çунакан Интернетра та сахал мар. Мĕнле сыхланмалла ултавран?

Чи малтанах организацие регистраци свидетельстви пур тата микрофинанс кивçенĕпе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем кÿмелли лицензи илнĕ компанисен патшалăх реестрне кĕртнипе кăсăкланмалла. Микрокредит компанийĕсемпе микрофинанс компанийĕсем кăна онлайн-кивçен пама пултараççĕ. Кивçеншĕн малтан укçа ыйтаççĕ пулсан – ан тÿлĕр. Ултавçăсем паллă организацисен сайчĕсене копилеççĕ – вĕсене чăннинчен уйăрма та йывăр. Кивçен ыйтса заявка çырнă чух çавнашкал сайтсенче комисси тÿлеме ыйтаççĕ. Çын тÿлет те – кайран кивçен пама хирĕçленине çирĕплетекен пĕлтерÿ кăна килет. Хăвăрăн документăрсен сканĕсемпе копийĕсене ярса пани те хăрушлăхпа çыхăннă – ултавçăсем вĕсемпе усă курса сирĕн ятпа кредит илме пултараççĕ. Килĕшÿ тунă чух та унпа тĕплĕн паллашмалла. Процент виçи çирĕплетнĕ тапхăрта чăннипех 0 процент шайĕнче кăна, анчах палăртнă тапхăр вĕçленсен тÿрех пысăк процентсем хушăнма пуçлаççĕ. Ун çумне кредита вăхăтра тÿлеменшĕн тивекен пай хушăнать. Пĕчĕк процентлă кивçен çулталăкшăн мар, кашни куншăн пулнине çын кайран анчах ăнланать. Микрофинанс кивçенне тĕпĕпех тÿлесе татнă хыççăн организацирен çакна çирĕплетекен документ илме те манмалла мар. Ăна электрон мелпе те параççĕ. Унсăрăн «эсир кивçене туллин татман, юлнă пайĕ çумне халь процент нумай хушăннă» тесе çирĕплетме пăхĕç.

Л.ЕГОРОВА,
районти полици пайĕн участокри уполномоченнăйĕсен ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code