Вторник, Сентябрь 28, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Коррупци пирки пĕлтер

Коррупци пирки пĕлтер

Республикăра Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсем çинчен пĕлтермелли «хĕрÿ лини» ĕçлет.

«Хĕрÿ линие» «Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсене вăхăтра пÿлес тĕллевпе уçнă. Енчен те йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан граждансем Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан власть органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсем çинчен «хĕрÿ линипе» электрон мелĕпе çак адреспа пĕлтерме пултараççĕ: corruption21@cap.ru.

Коррупци тĕслĕхĕсем çинчен электрон мелĕпе corruption21@cap.ru. адрес¬па евитленĕ май гражданинăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, хурава электрон докуменчĕн формипе ямалла пулсан электрон почтин адресне е хурава çырупа ямалла пулсан почта адресне пĕлтермелле.

«Хĕрÿ линипе» йышăннă ыйтусене федерацин «Раççей Федерацийĕн гражданĕсен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен» тата «Коррупципе кĕрешесси çинчен» саккунĕсемпе çирĕплетнĕ йĕркепе тишкереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code