Понедельник, Июнь 21, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравления С Днем Победы

Поздравления С Днем Победы

Хисеплӗ ветерансем! Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн те, пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗшӗн те чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри пулнине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫӗршывӑмӑр историйӗнчи чи хаяр тӗрӗслев пулса тӑнӑ. Ҫӗнтерӳшӗн калама ҫук пысӑк хак тӳлеме тивнӗ.

Эпир ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗн хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен яланах чунтан тав туса ӑшпиллӗн калаҫатпӑр. Тӑван ҫӗршыва фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ тата ҫӗн­терӗве тылра туптанӑ улӑп чӗреллӗ ҫынсемпе мӑнаҫланас туйӑм пирӗн чун-чӗ­ремӗрте ӗмӗрлӗхех сыхланса упранӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тӑва­кансен ӗҫри паттӑрлӑхне те эпир нихӑҫан та манмӑпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсен чӑтӑмлӑхӗпе хӑйсене шеллеменни паян та пирӗншӗн, пирӗн ачасемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, хамӑр вӑя шанма хӑват кӳреҫҫӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хисеплӗ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем тата вӑрҫӑ ачисем! Сире, ҫавӑн пекех сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп! Уяв ячӗпе! Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                               Олег Николаев

 

Хаклӑ ветерансем, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!

 Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 76 ҫул ҫит¬нӗ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатпăр! Çак уявра эпир пурсăмăр та тĕнчене фашизмран ирĕке кăларнă çĕнтерžçĕсен ăрăвĕпе мухтанатпăр!

Аслă Çĕнтерĕве мĕнлерех хакпа çĕнсе илнине эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр, çавăнпа та Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă паттăрла кĕрешžре тăшмана парăнтарнă харсăр чунлă çынсен çапăçури тата ĕçри паттăрлăхне чыслăн сума сăватпăр. Шел пулин те, çĕнтерÿллĕ çуркуннене пирĕнпе пĕрле кĕтсе илекен ветерансен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Пирĕн паянхи тивĕç _ вĕсен ятне ĕмĕр_ĕмĕр асра тытса пурăнасси тата совет çыннисен паттăрлăхĕпе харсăрлăхĕ çинчен калакан чăнлăха тивĕçлĕн сыхласа упрасси. 

Таймапуç Сире, тĕлĕнмелле паттăрлăхпа чăтăмлăхшăн, хăюлăхпа пуçарулăхшăн, чун пуянлăхĕпе ырă кăмăлăршăн. Сирĕн вăрçăри тата тылри мухтавлă ĕçĕрсем килес ăрусемшĕн этем чысĕпе тивĕçне, унăн сăпайлăхĕпе типтерлĕхне виçсе хакламалли ырă тĕслĕх пулса юлĕç.

Сире çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм кун_çул сунатпăр!

Елчĕк район пуçлăхĕ         А.Г.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code