Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аталанма майсем уçăлаççĕ

Аталанма майсем уçăлаççĕ

Кăçалтан тытăнса «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна пăрахăçланă. Ун вырăнне «Агропрогресс» хута кайнă. Ăна ял хуçалăх таварĕ туса илекен предприяти-организаци валли /фермер тата хушма хуçалăхсене, уйрăм пайтаçăсене, ял хуçалăх кооперативĕсене памаççĕ/ йышăннă. Грантăн чи пысăк хисепĕ – 10 миллион тенкĕ. Вăл проект тăкакĕн 25 процентне саплаштарĕ. Ку укçа-тенкĕпе проекта пурнăçа кĕртме илнĕ кредитăн процентне тÿлеме, производство объекчĕсене тума, техника, ятарлă транспорт илме юрать.

Тепĕр çĕнĕлĕх – «Перспектива» проект. Хальлĕхе документа йышăнман-ха. Вăл вара республикăшăн, çĕршывшăн малашлăхĕ пысăк отрасльсене – çырла туса илессине, теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерессине, çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлессине вăй илме пулăшмалла. Çырла тата теплица хуçалăхне аталантарма – 5 миллион тенкĕ, сыр хатĕрлессине йĕркелеме 10 миллион тенкĕ таран грант илме май пур. Кооператив членĕн грант виçин 20-рен пуçласа 40 проценчĕ таран пайланман фонда хывмалла.

Укçапа «Перспектива» проекта пурнăçа кĕртмешкĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр, хунав, вăрлăх, техника туянма, производство объектне тума пулать. Сыр хатĕрлекен бизнес-планпа килĕшÿллĕн грант илнĕ хыççăн 5 çул вĕçленнĕ тĕле 40 ĕнерен кая мар пулмалла, çулталăкра 20 тонна продукци туса сутмалла. Çырла çитĕнтерекенсен яваплăхĕ те пысăк: çак тапхăрта лаптăк 8 гектара çитмелле, çулталăкра 20 тонна пылак çимĕç туса илмелле. Теплица хуçалăхĕнчи кăтартусем те пĕчĕк мар, патшалăх пулăшăвне тивĕçсен 5 çул вĕçленнĕ тĕле 0,5 гектар çинче çулталăкра 40 тонна пахча çимĕç çитĕнтермелле.

«Çемье ферми» программăпа маларах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем анчах усă курма пултарнă. Халĕ пахча çимĕç, ÿсен-тăран культурисене çитĕнтерекенсем те программăна хутшăнма пултараççĕ. Грант виçи тĕрлĕрен. Мăйракаллă шултăра выльăх ĕрчетекенсене – 10 миллион тенкĕ, ял хуçалăхĕнче ытти ĕçсене пурнăçлакансене 5 миллион тенке яхăн параççĕ. Тăкакăн 40 процентне фермерсен хăйсен саплаштармалла.

«Агростартап» программа хута кайни 3-мĕш çул. Конкурсра çĕнтерсен 3 миллион тенкĕ грант параççĕ. Фермерсен хăйсен те 10 процент хывмалла. Грант виçи 2 миллион тенкĕрен иртсен 2 ĕç вырăнĕ /фермер хуçалăхĕн ертÿçине те шута илеççĕ/ йĕркелемелле. Ял хуçалăх потребитель кооперативне кĕнĕ фермерăн пайланман фонда йĕркелеме грант виçин 25-рен пуçласа 50 проценчĕ таран укçа хывмалла. Çавна май унăн грант хисепĕ те пысăкрах – 4 миллион тенкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code