Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çынна та ерме пултарать

Çынна та ерме пултарать

Уртаракан чир нерв тытăмне хытă сиенлет, вилĕм патне илсе çитерме пултарать.

Унпа тискер кайăксем, килти выльăх-чĕрлĕх тата çынсем те чирлеме пултараççĕ. Тилĕсемпе кашкăрсем, хуçасăр çапкаланса çÿрекен йытăсемпе кушаксем чир саракансем шутланаççĕ. Ăна пуçарса яракан вирус çынна, выльăха уртаракан чирпе чирленĕ тилĕ, кушак е ытти тискер кайăк çыртсан унăн сĕлеки урлă ерет. Вирус организма лекнĕ хыççăн нейронсем тăрăх сарăлма пуçлать, чир паллисем пуçланичченхи тапхăр темиçе талăкран пуçласа пĕр уйăх таранах /вăтамран 3-6 эрне/ тăсăлма пултарать. Пĕрремĕш тапхăрти чир паллисем вăхăтĕнче чĕр чунсем хăйсене мĕнле тыткаланине шута илмелле: усал чĕр чун ачашланать, сăлтавсăр хавасланать, хуçине питрен çулама тăрăшать, тĕттĕм кĕтесе кĕрсе пытанать. Чĕр чун юратнă апатран пăрăнать, анчах юрăхсăр япаласене /йывăçа/ çăтса ярать. Чирĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче йытă хаярланса чăрсăрланать, сĕлекине юхтарать, хăйĕн çулĕ çинче тĕл пулнă выльăхсемпе çынсене тапăнса сиенлет. Малалла виççĕмĕш, паралитикăллă тапхăр пуçланать. Тулашри паллăсем уйрăмах палăрса тăраççĕ: чĕр чун çăмĕ хăлтăкланнă, янах шăмми усăнать, чĕлхи ÿкет, апатне çăтайманнипе начарланса каять, ÿт-пĕвĕ хускалми пулса 8-11 кунран вилет.

Юлашки вăхăтра урнă йытăсен чирĕ йăваш, лăпкă иртни паллă. Ку чухне вĕсем шалкăм çапнă хыççăн 3-4 талăкранах вилеççĕ. Чирлĕ тилĕсем çынсемпе выльăх-чĕрлĕхрен хăрами пулса ялсемпе фермăсене кĕрсе нумай нуша кăтартма пултараççĕ. Çавăнпа çынсен чирлĕ тилле хăйсен патне çывăха яма, шеллеме юрамасть. Çакна асра тытса килти хапха айĕсене хупса тăмалла – вĕсене картишне кĕме шăтăк ан пултăр, йытă апачĕсемпе те илĕртмелле мар.

Енчен те тилĕ çынна сиенлерĕ пулсан сурана хăвăрт таса шывпа, супăньпе çумалла та вырăнти медицина учрежденине е тĕп больницăна каймалла, профилактикăлла иммунизаци витĕр тухмалла.

Çак хăрушă чир районта ан сарăлтăр тесе патшалăх тытăмĕнчи ветеринари службинче ĕçлекенсем çулсерен тĕрлĕ мероприяти пурнăçлаççĕ. Халăх хушшинче тĕрлĕрен ăнлантару ĕçĕсене туса ирттереççĕ.

Районта пурăнакан çынсене хăйсене урăхларах тытакан чĕр чунсемпе асăрхануллă пулма чĕнсе калатпăр. Иккĕлентерекен чĕр чунсене курсан вырăнсенчи ветеринари специалисчĕсене е хĕрÿ лини телефонĕсемпе: 2-55-32, 2-56-42 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Р.ЕФИМОВА,
районти ветстанцин ертсе пыракан тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code