Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наци проекчĕсене пурнăçлама

Наци проекчĕсене пурнăçлама

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Чăваш Республикин 2021-2023 çулсенчи бюджет çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине сÿтсе явнă.

Саккун проекчĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă. Республика бюджечĕн тупăш пайĕ кăçал 6,2 миллиард тенкĕ, тăкаксем 7 миллиард тенке яхăн ÿсессине пĕлтернĕ.

Наци проекчĕсене пурнăçлама тата 1036,1 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă.

Кунта çакна палăртмалла, хушма укçапа ЧР Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнисене пурнăçа кĕртме усă курĕç. Çапла майпа вара вĕрентÿ организацийĕсен инфратытăмне çĕнетме, сывлăх сыхлавне аталантарма, социаллă ыйтусене татса пама, физкультурăпа спорт тытăмне, ял хуçалăх таварне туса кăларакансене тĕревлеме ытларах укçа уйăрĕç. Муниципалитетсене паракан укçа-тенкĕ виçи те пысăкланать. Вăл пĕлтĕрхинчен 2,4 процент ытларах пулĕ.

– Çакă йăлтах халăх пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшĕ, – палăртнă Олег Николаев.

Депутатсем те саккуна кĕртме палăртакан улшăнусене ырланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code