Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кану вăхăтĕнчи тимлĕх

Кану вăхăтĕнчи тимлĕх

Райадминистрацин ларусен пысăк залĕнче райадминистраци çумĕнчи çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ.

Профилактика субъекчĕсен представителĕсем кун йĕркине кĕртнĕ çак ыйтусем тавра хĕрÿ калаçнă: çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелесси, вĕсене пушă вăхăтра тĕллевсĕр çÿресрен асăрхаттарасси, ăнăçсăр çемьесенчи лару-тăрăва тĕрĕслесе тăрасси…

Çавăн пекех ларура районта ирттерме палăртнă «Подросток – 2021», «Каникулы – 2021» асăрхаттару операцийĕсен планне çирĕплетнĕ. Ачасен пысăк пайĕ çуллахи канăва районти шкулсен, республикăри хуласен çумĕнче сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче ирттерĕ. Чи малтанах нумай ачаллă, тулли мар çемьесен, профилактика учетне, социаллă хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан ушкăнсене кĕртнĕ тата ытти категорине кĕрекен çемьесенче çитĕнекен ачасене пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çуллахи тапхăрта А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕнче, Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче, искусство шкулĕнче, ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсенче кĕçĕннисемшĕн интереслĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code