Вторник, Сентябрь 28, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вăхăтлă пулăшу

Вăхăтлă пулăшу

Республикăра «Сывлăх» наци проектне пурнăçласа ачасене вăхăтлă медицина пулăшăвĕ парассине тĕпе хураççĕ.

Çак тĕллевпех Республикăри ача-пăча клиникин тухтăрĕсем районсене тухса çÿрессине йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть мобильлĕ ушкăн шăпах пирĕн районта çук специалист-тухтăрсем – кардиолог, невролог, аллерголог, гастроэнтеролог, эндокринолог тата хирург – районти пепкесен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Специалистсем ятарлă пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ питĕ кирлĕ ачасен сывлăхĕпе кăсăкланса 92 шăпăрлана йышăннă.

Çавăн пекех ачасен сывлăхĕшĕн тимлекен республикăри центрăн специалисчĕсем Елчĕкри вăтам шкулта тĕрлĕ тĕпчевсем ирттернĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисене хула больницине кайса анлăрах тĕрĕсленме сĕннĕ.

– Вырăнта çитмен специалист-тухтăрсем ялсене тухса çÿренипе питĕ кăмăллă ашшĕ-амăшĕ. Эпир те хамăр енчен тав сăмахĕ калатпăр ĕçтешĕмĕрсене. Ялти пациентсене, уйрăмах ачасене, хулана кайса тÿрех тĕрлĕ тухтăр патне йышăнăва кĕрсе тĕрĕсленме çăмăл мар. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ, уйрăмах нумай ачаллисем, районтах тивĕçлĕ сĕнÿ-канаш илни пысăк пĕлтерĕшлĕ, – палăртать тĕп больницăн райпедиатрĕ Венера Горшкова.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code