Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Çĕнĕ спектакль

Çĕнĕ спектакль

Çĕнĕ спектакльÇак кунсенче Елчĕксем Владислав Николаевăн «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» пьесине курса киленчĕç.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Халăхсен Туслăхĕ орденлĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ лартнă спектакльти ĕçсем Чăваш Енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă хĕрарăмсен ĕç паттăрлăхне, юратăвне уçăмлăн уçса параççĕ. Хумханмасăр ларма майĕ те çук: вăрçă вăхăтĕнчи ĕçсем чун-чĕрене ыраттараççĕ… Историри паллă пулăмсем шкул ачисемшĕн пушшех кăсăклă пулма кирлĕ.

Труппăна Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ Василий Павлов ертсе пырать. Спектакле хутшăннă артистсен йышĕ те пысăк.

Спектакль вĕçленнĕ хыççăн куракансемпе пьеса авторĕ Владислав Николаев, ăна лартаканĕ Дмитрий Михайлов куçа-куçăн тĕл пулса калаçрĕç.

Шупашкар артисчĕсене район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Зарема Князева тав туса саламларĕ, çĕнĕ спектакле пысăк хак пачĕ. 

Каласа хăвармасăр иртес мар, «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» драма драматург ентешĕн çиччĕмĕш пьеси. Иртнĕ уйăхра кăна Владислав Дмитриевичăн «Кĕтÿç» пьесипе К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Елчĕк сцени çинче паллаштарнăччĕ.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: спектакльти самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code