Среда, Июль 28, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравления с Днем медицинского работника

Поздравления с Днем медицинского работника

Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем!
Сире чĕререн Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Медицина ĕçченĕн профессийĕ чăннипех те сăваплă, чи кирлĕ те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Сывлăх хавшасан эпир чи малтан медицина ĕçченĕ патне васкатпăр, пулăшу ыйтатпăр. Эсир тăхтаса тăмасăр кирлĕ пулăшу паратăр, пĕлĕвĕрпе çынсене сывататăр, кирлĕ сĕнÿ-канаш паратăр, пурнăçа çăлса хăваратăр. Ăста медицина ĕçченĕ чирлĕ çынна ăшă сăмахпа та сиплет.

Тĕнчипе коронавирус чирĕ сарăлсан медицина ĕçченĕсен пархатарлă ĕçне эпир тин чăннипе хаклама вĕрентĕмĕр. Пысăк хăрушлăх умĕнче вĕсем кăна кирлĕ пулăшу пама пултарнине ăнланса илтĕмĕр. Йывăр тапхăрта та пуçа усмасăр ĕçленĕшĕн сире чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.

Районти мĕнпур медицина ĕçченне, сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсене уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code