Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕл хырăмĕ пысăк

Хĕл хырăмĕ пысăк

Çанталăк кăçал уй-хир ĕçченĕсене утă-сенаж хатĕрлеме чăрмантармарĕ.

«Яманчурино» ОООри уй-хир ĕçченĕсем сенаж валли уйăрнă нумай çул ÿсекен курăксене çулас ĕçе виçĕмкун вĕçленĕ. Эпир хуçалăх уй-хирĕнче пулнă вăхăтра кунта ĕç вĕресе тăратчĕ, курăкăн юлашки лаптăкĕсене çулатчĕç.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать хуçалăх, çавна май Яманчÿрелсемпе Шăмалаксем çу каçа хĕрÿ ĕçре. Нумай çул ÿсекен курăксен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ кăçал 480 гектарпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма пĕтĕмпе 200 тонна утă хывма палăртнă пулсан, паянхи кун тĕлне ăна 100 проценчĕпе хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Сенажа 1740 тонна хатĕрлесе хăварма палăртаççĕ, ĕнерхи кун тĕлне ăна 1050 тонна ?60 процент/ траншейăсене кĕртнĕ.

– Кăçал пирĕн тăрăхра çумăр çумарĕ пулин те нумай çул ÿсекен курăксем малтанхи нÿрĕпе лайăх çитĕнчĕç. Акана ир пуçăнса вĕçленĕрен, агротехника йĕркисене кирлĕ пек пăхăнса пурнăçланăран тыр-пул та аван çитĕнет. Ĕçлекенсем хăйсене шаннă тивĕçе вăхăтлă пурнăçланипе, техника çителĕклĕ пулнипе ĕç кал-кал пырать, – кăмăллăн пĕлтерет хуçалăхри тĕп агроном Николай Романов. – Хĕл хырăмĕ пысăк, çавăнпа пурлăха тивĕçлипе алла илме тăрăшмалла.

Сенаж хатĕрленĕ çĕрте ĕçлекен механизаторсем пурте опытлă. Николай Егоров «KSO-1» йышши техникăпа курăка çулать. Александр Марков «ДОН-680» комбайнпа тата ятарлă агрегатпа вырса тураса пырать. КамАЗ водителĕсем Владимир Рахмуллинпа Юрий Комиссаров, «МТЗ 1221» тракторпа çÿрекен Леонид Усановпа Александр Денисов механизаторсем курăка траншея çывăхне турттараççĕ. «ХТЗ», «Т-150» тракторсемпе ĕçлекен Юрий Суваровпа Алексей Сорокин ферма çывăхĕнчи траншейăсене вырнаçтарнă сенажа тикĕсленĕ тата пусăрăнтарнă çĕрте вăй хураççĕ. Сенажа шăтăка упранма хывиччен закваскăпа хутăштараççĕ.

Татьяна Васильевăпа Полина Комиссарова поварсем ĕçченсене хире тухса кунне 2 хут вĕри апат çитереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code