Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вытрезвителе илсе кайĕç

Вытрезвителе илсе кайĕç

РФ Шалти ĕçсен министерстви граждансене медвытрезвительсене илсе каяссин йĕркине çирĕплетнĕ.

Ведомство Сывлăх сыхлавĕн тата Ĕçпе социаллă аталану министерствисемпе пĕрле ÿсĕр, наркотик е ытти хутăш ĕçнĕ çынсене пулăшупа тивĕçтерекен организацисен ĕç йĕркине палăртнă. Вытрезвительсенче граждансене социаллă тата психологи, медицина-санитари пулăшăвне парĕç,ĕçе вырнаçассинче пулăшĕç. Çын урăлса çитнĕ хыççăн ăна вытрезвительтен кăлараççĕ.

Полицейскисем ÿсĕр çынсене вĕсемпе пĕрле пурăнакансен заявленийĕ тăрăх та вытрезвителе илсе кайма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code