Пятница, 12 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Каллех çитĕнÿ

Каллех çитĕнÿ

Кивĕ Эйпеç пикин Полина Андрееван спортри çитĕнĕвĕсем пирки хаçатра пĕр хутчен кăна çырман. Халĕ каллех пысăк сăлтав тупăнчĕ – вăл Раççей первенствинче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Полина /пĕрремĕш тренерĕ – Виталий Марков/ Пушкăртстанри Салават хулинче иртнĕ йывăр атлетсен ăмăртăвĕнче хăйĕн виçинче икĕ енлĕ кĕрешÿре 168 килограмм йăтма пултарнă. Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ спорт мастерĕ хальхи вăхăтра Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренет, ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Иванов патĕнче ăсталăхне туптать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code