Вторник, Сентябрь 28, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пирĕн сывлăх – хамăр алăра

Пирĕн сывлăх – хамăр алăра

Тухтăрсем пĕр харăсах çакна çирĕплетеççĕ: вакцинаци туни коронавирус чирне пÿлмелли тата инфекцирен хÿтĕленмелли пĕртен-пĕр шанчăклă мел

Çулталăк ытла тăсăлакан хăрушă чир – коронавирус нумай çын сывлăхне хавшатрĕ. Çак тапхăрта икĕ хутчен чирлесе больницăра выртса сипленме ĕлкĕрнĕ çынсем те нумаййăн пулни, унсăр пуçне, вирусăн тата хăрушăрах штамĕсене юлашки вăхăтра республикăра тупса палăртни, пушшех, шухăшлаттарать. Çакна асра тытакан, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансем прививка тума васкаççĕ. Вĕсенчен ыттисем тĕслĕх илеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне районта пурăнакан 2572 çын /28,8 процент/ пĕрремĕш хут, 2063 çын ?23,1 процент/ иккĕмĕш хут прививка тутарнă.

Вакцинаци пĕлтерĕшĕ пирки пĕлекен-ăнланакан çынсем ăна тутарас тесе унчченех ăшталанма тытăннă. Елчĕкре пурăнакан ĕç ветеранĕ Вера Васильева, акă, апрель уйăхĕнчех ку ыйтупа районти тĕп больницăна пынă. Малтан тухтăр патĕнче йышăнура пулнă, сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн пациенткăна виçĕ вакцинăран /«Гам-Ковид-Вак» /«Спутник» суту-илÿ марки/, «ЭпиВакКорона» тата «КовиВак/ пĕрне суйласа илме пулăшнă.

– Организм кирек епле пулăма та хăвăрт туять. Прививкăна тунă хыççăн малтанхи 1-2 кунра кăнтăрлахи вăхăтра та ыйхă килнĕ, вăй пĕтнĕ пек пулчĕ. Кайран кăмăл-туйăм уçăлчĕ. Иккĕмĕш укол хыççăн хама йĕркеллех туйрăм. Прививка хыççăн мĕнле пулмалли çинчен тухтăрсем вĕрентсе каланине асра тытрăм: йывăр ĕçсем тумарăм, çын хушшине – лавккана тухнă чухне, пурпĕрех, сăмса-çăвара маскăпа хупларăм, алăсене дезинфекци шĕвекĕпе сиенсĕрлетрĕм. Мĕншĕн тесен пĕрремĕш хут прививка тунă хыççăнах иммунитет тăруках çирĕпленсе çитеймест, – терĕ вăл. Унран тĕслĕх илсе мăшăрĕ те, хулара пурăнакан ывăл-хĕрĕсем те вакцинаци тутарнă.

Педагогика ĕçĕн ветеранне, 93 çулхи Роберт Бобылева та /сăн ÿкерчĕкре/ прививка тума никам та хистемен. Иртнĕ кунсенче хăй ирĕкĕпе больницăна пынă вăл, татăклăн шухăшланă хыççăн тухтăртан вакцинаци тума ирĕк илнĕ.

– Хамăр сывлăхшăн хамăр тăрăшмалла. Çулсем пысăка кайрĕç пулин те чирлес килмест, ĕмĕре малалла тăсас килет, – тенĕ вăл тухтăрпа тĕл пулсан, пурне те прививка тума чĕнсе каланă.

Юлашки вăхăтра республикăра та, ытти регионра та коронавируспа чирлекенсен хисепĕ ÿссе анчах пырать. Ку чухне халăха массăллă вакцинаци тусан анчах вируспа тата унăн ытти штамĕсемпе кĕрешме пулнине пĕлетпĕр. Аллерголог-иммунологсем палăртнă тăрăх, юнра антителăсем чакассине кĕтмелле мар. Енчен те вăл 0,68-1,2 шайĕнче кăна юлнă пулсан нимĕн иккĕленмесĕрех прививка тутармаллине çирĕплетеççĕ вĕсем. Урăх йышши вирус ересрен вакцинаци тунă хыççăн та пит асăрхануллă пулмалла.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code