Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Эпĕ – хĕрарăм»

«Эпĕ – хĕрарăм»

республикăри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ конкурса Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре пĕтĕмлетнĕ.

Пĕрремĕш хут иртекен конкурс кăçалхи апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 16-мĕшĕччен пынă. Чăваш Енри 350 хĕрарăм хăйсем çинчен тата интересĕсем пирки видеопрезентацисенче каласа кăтартнă. Сасăлав Чăваш Республикинчи Халăх контролĕн порталĕнче пынă. Çак тапхăрта «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса халалланă портал страницине 380 пин ытла çын кĕнĕ, 51 пин ытла çын хăйсен сассине конкурсра тупăшакансемшĕн панă.

Сасăлав «Аграри секторĕ», «Бизнес тата предприниматель ĕçĕ-хĕлĕ», «Социаллă сфера» номинацисенче иртнĕ.

Тупăшăва пирĕн районтан 9 хĕрарăм хутшăннă: Елчĕк шкулĕнчи Ольга Кузьмина учитель, районти тĕп больницăри Надежда Афанасьева педиатр, «Венера» салонри Венера Мальцева парикмахер, Çĕнĕ Пăвари Надежда Зайцева фермер…

Конкурса хутшăннă хĕрарăмсем чун ыйтнипе суйласа илнĕ профессире тăрăшса ĕçленипе пĕрлех общество пурнăçĕнче те активлă.

Уява районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Евгения Михайлова ертсе пынă делегаци хутшăннă. Пурте мероприятирен савăнăçлă кăмăл-туйăмпа таврăннă. Елчĕксем мала тухайман пулсан та, кулянмаççĕ. Чи кирли тупăшăва хутшăнни, ыттисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни, пĕрле тĕл пулса калаçни…

В.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code