Вторник, Сентябрь 28, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăх – чи хаклă пуянлăх

Сывлăх – чи хаклă пуянлăх

Сывлăх чи хаклă пуянлăх тенине пурте илтнĕ, пурте пĕлеççĕ. Анчах та нумайăшĕ чирлемен чухне сывлăха хакламаççĕ. Хăйсене япăх туйма е чирлеме пуçласан кăна çав сăмахсене аса илеççĕ. Çамрăксем вара чир-чĕр ватă енне кайсан кăна пуçланать тесе шутлаççĕ. Хăшĕсем тата медицинăна çеç шанаççĕ, сывлăха упрасси вара чи малтан хăйсенчен килни çинчен шутламаççĕ те. Çакăн пирки республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин тухтăрĕпе Елена Егоровăпа калаçрăмăр.

– Елена Михайловна, кашни çыннах чи малтан çирĕп сывлăх сунатпăр. Ăна упрас, сывлăхлă пулас тесен мĕн тумалла? Мĕнрен пуçламалла?

– Кунта çĕннине ним те шутласа кăларма кирлĕ мар. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла: кун йĕркине тĕрĕс йĕркелемелле, тĕрĕс апатланмалла, кунсерен çителĕклĕ хусканусем тумалла, кулянмалли, стреслă лару-тăруран йĕркеллĕ тухма пĕлмелле, пирус туртмалла мар, эрехпе иртĕхме юрамасть. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пачах та йывăр мар. Ку чухне Николай Амосов хисеплĕ тухтăр сăмахĕсене аса илес килет: «Çын ытларах хăй кахаллишĕн е хăйне тытма пĕлменнишĕн чирлет…»

– Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас текенĕн кун йĕрки мĕнлерех пулмалла?

– Енчен те çын кунсерен, иртен пуçласа каçченех, йывăр е пуçпа шутламалли ĕçре канмасăр тăрăшать пулсан, çакă вăл сывлăха питĕ сиен кÿрет. Çавăн пекех кашни кун организма йĕркеллĕ кантармасăр спортпа питĕ вăйлă тăрăшни, тренировкăсем ытлашши нумай пулни те тĕрлĕ чир патне илсе çитерме пултарать. Çавăнпа та ĕçпе кану вăхăтне яланах пĕлсе йĕркелесе пымалла. Ĕçленĕ, йывăр хусканусем тунă хыççăн организма кантармалла. Кунсерен сахал çывăрни те иммунитета чакарать. Çавăнпа та çыннăн кунне 7-8 сехетрен кая мар çывăрмалла.

– Хальхи вăхăтра лавккасенче мĕнле кăна апат-çимĕç сутмаççĕ, куç-пуç алчăраса каять. Хăш çимĕçсене суйласа туянмалла, тĕрĕс апатланун хăш йĕркисене çирĕп пăхăнмалла?

– Тĕрĕс апатланни чи кирлĕ пĕлтерĕшлĕ сывă пурнăç йĕркисенчен пĕри. Сывлăх мĕнле апатланнинчен питĕ нумай килет. Мĕншĕн тесен апатри тĕрлĕ япаласем организмăн клеткисене çĕнетсе пыраççĕ тата хăват параççĕ.

Тĕрĕс апатланма пуçласси пĕрре те йывăр мар. Кунне 3-5 хутчен çимелле. Апата виçеллĕ çиме тăрăшмалла. Енчен те çын кунĕпех ларса ĕçлесен, сахал хускану тусан, çав вăхăтрах апатне пĕрмай нумай çисен, вăл мăнтăрланса каять. Кĕлеткен пысăк виçи вара нумай чир патне илсе çитерет. Енчен те кунсерен йывăр ĕçлесен, апат çителĕклĕ çимесен, çын начарланса каять. Ку та сывлăхшăн питĕ сиенлĕ.

Кашни кун рационра тĕрлĕ тĕслĕ апат-çимĕç пулмалла. Кулленех сĕт продукцийĕсем, пахча çимĕç çимелле. Пулă сывлăхшăн питĕ усăллă. Ăна эрнере икĕ хутчен çиме тăрăшмалла. Тăварпа, сахăрпа вара сахал усă курмалла.

– Елена Михайловна, çирĕп сывлăхлă пулас тесессĕн тĕрĕс апатланни кăна çителĕклĕ-и?

– Тĕрĕс апатланни вăл сывă пурнăçăн пĕр енĕ кăна. Енчен те кунсерен хускану тумасан, тĕрĕс апатлансан та çирĕп сывлăхлă пулма май çук. Хускану вăл – пурнăç, пурнăç вăл – хускану.

Физкультурăпа туслашма, тĕрлĕ хусканусем тума кирек хăçан та, кирек хăш çулта та пуçлама юрать. Чи кирли вăл – кашни çын хăйĕн наянлăхне çĕнтерсе хăйне алла илме пултарни. Сывлăхшăн чи усăллă хусканусем: утни, вăраххăн чупни, шывра ишни.

– Сывă пурнăç йĕркине тытас тесен сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла тетпĕр те…

– Паллах. Тĕрĕс апатлансан та, хусканусем тусан та енчен те çын пирус туртать, эрех ĕçет пулсан, çирĕп сывлăх çинчен шутлаймăн. Калăпăр, нумайăшĕ алкоголизм чирĕ пире нихăçан та пырса тивмест тесе шутлаççĕ, анчах тÿрех палăртатăп, унпа кашниех чирлеме пултарать. Çемьере çывăх тăвансем хушшинче алкоголизмпа чирлекенсем пулсан уйрăмах хăрушлăх тухса тăрать. Эрех ĕçекенсем пĕвер циррозĕпе, чĕре инфаркчĕпе, инсультпа, туберкулезпа 3-4 хут ытларах чирлеççĕ. Çавăн пекех вĕсем ÿсĕрле тĕрлĕ пăтăрмаха лекнипе сусăр пулса юлаççĕ, вăхăтсăр, çамрăклах çĕре кĕреççĕ.

Пирус сиенĕ çинчен пĕлмен çын та çук пулĕ. Табак туртнине пула нумайăшĕн чĕрепе юн тымарĕн, вар-хырăм чирĕсем пуçланса каяççĕ. Туртакансем ытларах инсультпа, чĕрен инфаркчĕпе аптăраççĕ. Сывлăш органĕсен рак чирĕпе чирлекенсен 80 проценчĕ таран – пирус туртакансем.

– Эпир час-часах «пур чир те нервăран» тенине илтетпĕр. Çак каларăшра тĕрĕслĕхĕ пур пулсан сывлăха мĕнле упраса хăвармалла-ха?

– Ученăйсем палăртнă тăрăх, енчен те стресс питĕ вăйлă тата час-часах пулса пырсан вăл чĕре чирĕсене, гипертони, язва тата ытти чирсене те пуçарса яма пултарать.

Чăнах та, пурнăçра стрессăр пурăнма та май çук. Вăйлах мар стресс тепĕр чухне çынна усăллă та, пурнăç çине урăхларах пăхма, пурнăçа улăштарма май парать. Вăйлă стресс сывлăха сиен ан кÿтĕр тесен, хăвăра япăх туйнă вăхăтра çывăх çынпа чуна уçса калаçма, уçă сывлăша тухса çÿреме, юрă-кĕвĕ итлеме тăрăшмалла. «Кун çинчен ыран шутлатăп» тени те вырăнлă. Кăштах вăхăт иртсен çын стреслă лару-тăрăва урăхларах куçпа, лăпкăнрах пăхма пуçлать. Енчен те пурнăçри пĕр-пĕр ыйтăва хăвăр тĕллĕн татса пама май çук пулсан специалистсенчен, психологран пулăшу ыйтма именмелле мар.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code