Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре – пысăк вăй

Пĕрлĕхре – пысăк вăй

«Победа» ОООри Николай Герасимов комбайнер

Кăçалхи çу уйăхĕсем ытла шăрăх условире иртнĕрен тĕш тырă тухăçĕ иртнĕ çулхи рекордлă кăтартуран сахалрах пулин те, районти çĕр ĕçченĕсем уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха кăçал та çухатусăр алла илеççĕ. Çакă – чи кирли.

Хирте апат тата тутлăрах /«Комбайн» хуçалăхра/

Ÿсен-тăран отрасльне аталантарассине нумай çул ăнăçлă йĕркелесе пыракан, акара та, вырмара та ялан малти пулма хăнăхнă «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тыр-пул пухса кĕртес ĕçе эрне каяллах вĕçленĕ. «Сарă ылтăн» тухăçĕ – 31,8 центнер, иртнĕ çул 45 центнер пулнă – çанталăка хирĕç тăраймăн. Кунта кĕр тыррисене акмалли лаптăк та хатĕр.

Çак эрнере пĕр харăсах «Труд» ЯХПКпа «Яманчурино», «Победа», «АСК-Яльчики», «Авангард» ОООсенче, ĕнер вара «Комбайн» ЯХПКра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăкран пухса кĕртнĕ. «Победа» ОООра чи пысăк тухăç – 31,8 центнер, «Комбайн» ЯХПКн – 25,3 центнер.

…Иртнĕ кунсенче асăннă хуçалăхсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе ятарласа çитсе курнă, çĕр ĕçченĕсемпе курса калаçнă. Вăл уйрăмах «Комбайн» ЯХПКри Кавал бригадин йĕтемĕнче ĕçлекен çамрăксемпе хавхаланнă. Ял яш-кĕрĕмне йĕтемре анчах мар, опытлă комбайнерсемпе /Владимир Анисимов, Валерий Андреев, Вячеслав Капламов, Анатолий Емильев/ юнашар курма та кăмăллă. Комбайн штурвалĕ умĕнче хăйне тĕрĕслекен Данил Носов студент тăван хуçалăха практикăна килнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтернисĕр пуçне, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине те уйрăм тимлĕх уйăракан «Победа» ОООра çынран çÿллĕ çитĕнекен кукуруза уйĕпе те кăмăллă юлнă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code