Пятница, 27 мая, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шкулсем ачасене кĕтеççĕ

Шкулсем ачасене кĕтеççĕ

Районти шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслесе йышăнассине юлашки çулсенче тăтăшах çурла уйăхĕн малтанхи вунăкунлăхĕнче йĕркелесе ирттернине район ертÿлĕхĕ анчах мар, педагогика коллективĕсем те вырăнлă тесе шутлаççĕ. Ку чухне ятарлă службăсем тупса палăртнă çитменлĕхсенчен ачасем парта хушшине вырнаçса лариччен хăтăлма, çапла майпа палăртнă ĕçсене тĕплĕн пурнăçлама та вăхăт юлать.

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ушкăнĕпе Патреккелти, Кивĕ Эйпеçри, Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп, Лаш Таяпари, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче тата вĕсен çумне çирĕплетнĕ шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче пулса куртăмăр.

Хальхи вăхăтра шкулсем çине калама çук пысăк яваплăх тиенет. Вĕренÿпе воспитани ĕçне кирлĕ шайра йĕркелесе пынисĕр пуçне, ачасен пурнăçĕпе сывлăхне сыхласси – антитеррор, таçтан муртан килсе çакланнă коронавирус чирĕнчен хÿтĕленес тĕллевпе йĕркелекен мероприятисем, сентябрĕн 1-мĕшĕччен пурте пĕр вăхăтра вакцинаци витĕр тухса коллективлă иммунитет çирĕплетес ыйтусем, пушар хăрушсăрлăхĕ, газ хуçалăхĕнчи йĕркелĕхе çирĕплетесси, тĕрлĕрен юсав ĕçĕсене пурнăçласси, кадрсене çирĕплетесси, апат-çимĕç блокĕнче санитарипе гигиена йĕркисене мĕнле пăхăнса ĕçлени чи кирли пулса тăраççĕ. Эпир пулнă вĕренÿ организацийĕсенче паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан çак пысăк ыйтусен тĕлĕшпе çитменлĕхсем тупăнмарĕç. Тĕпрен илсен, шкулсен администрацийĕсем кашни çул тĕл пулакан çак ыйтусенчен чылайăшне çуллахи каникул пуçламăшĕнчех татса пама тăрăшнă. Педагогика коллективĕсенче коронавирус чирĕнчен хÿтĕленсе прививка тăвас ĕçе те лайăх йĕркеленĕ.

12 çул каялла хута кайнă Ольга Петрова ертсе пыракан Патреккел шкулĕн çурчĕ районта чи çĕнни шутланать. Апла пулин те юсамалли, çĕнетмелли тупăнсах тăрать. Чăвашсем калашле, хуçалăх тенĕ çĕрте кашни кун пĕр пăта çапмалла. Унсăрăн вăл юхăнма та пултарать.

Çав вăхăтри стандарт-требование шута илсе хăпартса лартнă шкулта вĕренме те, вĕрентме те мĕнпур услови çителĕклĕ. Кĕçĕн классене уйрăм секцие вырнаçтарнă. Кунта питех те меллĕ: санузел, салтăнса тумланмалли вырăнсем – пурте расна. Условисем лайăх пулин те ачасем сахалланса пыни шухăшлаттарать. Пĕр харăс 150 ачана йышăнма пултаракан çак шкул паян çурма пушă пулнăшăн кама айăплăн? Кăçал та 91 ача вĕренме анчах килмелле, çав шутран 40-шĕ – кĕçĕн классем. 13 вĕренекен шкула пĕрремĕш хут ура ярса пусаççĕ, вĕсене пĕлÿ тĕнчи тăрăх çавăтса утаканĕ – Валентина Иванова. Светлана Сычаева та кĕçĕн классен юратнă вĕрентекенĕ. Алена Кудряшова çамрăк педагог вĕсенчен вĕренсе пынине пытармарĕ. Ыттисем те ăшă сăмаха тивĕçлĕ. Татьяна Никифорова çаврăнăçуллă пулнинчен те нумайăшĕ тĕлĕнет. Социаллă педагог, библиотекарь тивĕçĕсене пурнăçлакан, музыка предметне ертсе пыракан класс ертÿçи шкул пурнăçне, ун тулашĕнчи ĕçсене хастар хутшăнать. Математика предметне вĕрентекен Николай Карамаликов та тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе палăрать. Вăл хăй тĕллĕн вĕреннĕ ăста ÿнерçĕ, юрра-кĕвве пит маçтăр пулнăран шкулта кирлĕ çын шутланать. Светлана Доброхотова биолог шкул çумĕнчи чечексемпе тĕрлĕ çимĕç çитĕнекен пысăк пахчана çу каçипе пăхса-йĕркелесе тăрассишĕн яваплă. Кашни çул пухса кĕртекен тухăçлă пахча çимĕç шкул столовăйĕнче хĕл каçипе апат-çимĕç хатĕрлеме çитет. Физкультурăна ертсе пыракан Александр Адюков вĕренекенсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе анчах мар, вĕсене «Ылтăн шайба» турнирĕсене хутшăнма, призлă вырăнсене çĕнсе илессинче хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывать.

Иртнĕ ырă вăхăтра çĕкленсе ларнă Кивĕ Эйпеçри пысăк шкул çуртне тивĕçлĕ шайра тытса тăма сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Апла пулин те ачасем сахалланса пынă вăхăтра та туслă коллективра пĕрлехи вăйпа кашни çул вăй танçи – пысăках мар юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Кăçал та коридорсемпе классене çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Галина Осипова директор палăртнă тăрăх, çак ĕçсене тума 40 пин тенкĕ усă курнă. Шкул йĕри-таврашĕ та тирпейлĕ. Хапхана уçса кĕрсенех илемлĕ чечексен ытамне путатăн.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче кунта 40 ача анчах парта хушшине ларать, 1-мĕш класа 2 ача килмелле. Мĕн тăвăн?

Кушкă шкулĕн директорĕ Родион Портнов чи пултаруллисен ретĕнче. Коллектива пĕр улшăнмасăр 15 çул ăнăçлă ертсе пыракан çирĕп хуçа хăй тивĕçне лайăх ăнланать, ыттисене те ĕçлеттерме, тивĕçлипе ыйтма пĕлет. Ахальтен мар кунта мĕн пур çĕрте йĕрке хуçаланать. Çакă шкул умне çитсе чарăнсан – урамранах куçа курăнать. Классенче пулса курма кăмăллă, вĕсем пурте çутă та таса. Вĕрентекенсем пурте ĕç вырăнĕсенче, пĕрин хыççăн тепри хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. 35 çынна пĕрлештерсе тăракан коллективра пурте пĕр шухăшлă пулнă, коронавирус чирĕнчен хÿтĕленсе пурте пĕр харăс прививка тутарнă.

Кăçал шкулта 122 ача вĕренмелле. Çав шутран 8-шĕ – пĕрремĕш классем.

Çĕнĕ вĕренÿ çулталăкĕнче 121 ачана йышăнма хатĕрленекен Лаш Таяпа шкулĕнче /директорĕ – Ирина Чернова/ кăçал ытлашши пысăк ĕçсем пулман. Ун вырăнне иртнĕ çул мĕн кăна туман? Шкул çурчĕн çивиттине, чÿречесемпе урайне, хутса ăшăтакан пăрăхсемпе котельнăйри пĕтĕм оборудование улăштарнă. Юсав ĕçĕсен тăкакĕ, каламасăрах паллă, пысăк пулнă.

Лаш Таяпари шкул никĕсĕ çинче «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан гуманитари тата цифра профилĕсен вĕрентĕвĕн центрне /«Ÿсĕм вырăнĕ»/ йĕркелесе яни виççĕмĕш çул. Вĕрентекенсем:

– Ял ачисене хула ачисемпе пĕр тан аталанма хальхи йышши çĕнĕ условисем пурте пур кунта, – тенипе тĕпрен килĕшмелле.

Май пулнипе усă курса Ирина Чернова директор хăйсен тивĕçне чун-чĕререн парăнса пурнăçлакан педагогсене те ятран аса илме манмарĕ. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулнă Ирина Павлова пек вĕрентекенсем, чăннипех, шкул ят-сумне тата ÿстереççĕ.

Пысăк столовăйри кухня юсаса çĕнетнĕ хыççăн палламалла мар улшăннă, хитреленнĕ. Залри стенасене чуна ăшăтакан çутă сăрăсемпе сăрлани, чÿречесене тюльсем карса илемлетни килти пекех хăтлăх кÿрет.

Шăмалакри икĕ хутлă шкул çуртне кирлĕ шайра тытса тăма çăмăл мар. Апла пулин те кунта юсав ĕçĕсене кашни çул туса ирттереççĕ. Пĕр чăмăрти туслă коллектив шанчăка çухатманни, мал ĕмĕтпе пурăнни – чи кирли. Паян вĕсен пурин те пĕр тĕллев – çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче парта хушшине ларакан 51 вĕренекене тивĕçлĕ пĕлÿ, воспитани памалла.

Асăннă пур шкулсен çумĕнчи садиксем хăйсен ĕçне хĕлĕн-çăвĕн кирлĕ пек йĕркелесе пыраççĕ. Çакăн валли условисем те, кадрсем те çителĕклĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Тĕрĕслевçĕсем – Лаш Таяпари шкулта

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code