Понедельник, Октябрь 25, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > С Днем физкультурника!

С Днем физкультурника!

Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, спортсменсем тата спортпа туслă çынсем!

Сире чĕререн Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Спортпа туслă, сывлăхлă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсем чунпа пуян. Çамрăксем сывлăхлă, спортпа туслă çитĕнччĕр, çĕнĕ çитĕнÿсем туччăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Çак енĕпе физкультура ĕçченĕсем, тренерсемпе вĕрентекенсем те тăрăшса ĕçлеççĕ.

Районтан республика, Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсем сахал мар тухнă. Вĕсемпе эпир савăнатпăр, мухтанатпăр. Çамрăксене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнетпĕр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата спортра пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!

Елчĕк район пуçлăхĕ                                               А.Г.Васильева
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Л.В.Левый

.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code