Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Заявленисем йышăнатпăр

Заявленисем йышăнатпăр

Суйлавçă сентябрĕн 17-19-мĕшĕсенче иртекен Раççей Патшалăх Думин, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕсене хăй пропискăра тăракан вырăнта хутшăнаймасан /тĕрлĕ сăлтава пула Чăваш Республикинчи тĕрлĕ хулара е районта, ун тулашĕнче пулма тÿр килсен/ çак кун унăн вăхăтлăх пурăнакан вырăнта сасăлама ирĕк пур.

Çапла тăвас тесен гражданинăн сентябрĕн 13-мĕшĕччен Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссине паспортпа пырса заявлени çырмалла. Çавăн пекех заявление Елчĕкри Тĕп библиотекăн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă нумай функциллĕ центрта та йышăнаççĕ. Заявление Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕ урлă та пама май пур.

Ыйтусем пулсан тĕплĕнрех 8 /83549/ 2-57-09, 2-58-05 номерлĕ телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать.

Л.ВИКТОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code