Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюллетеньсене пичетлеме пуçăннă

Бюллетеньсене пичетлеме пуçăннă

Сентябрĕн 17,18,19-мĕшĕсенче иртекен суйлав бюллетенĕсене пичетлеме пуçăннă. Ăна «Чувашия» издательство полиграфи комплексĕ пурнăçлать.

Ку суйлавра суйлавçă алла харăсах 4 бюллетень илет: иккĕшĕ – пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе РФ Патшалăх Думине суйланакан, иккĕшĕ пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе ЧР Патшалăх Канашне суйланакан депутатсен.

– Бюллетеньсен хÿтлĕх шайĕ пысăк. Вĕсен тангир сетка, Патшалăх Думин суйлавĕн – ятарлă марка пур. Унсăр пуçне кашни бюллетень çинче участокри комиссисен ĕç тума сасă пур 2 членĕ алă пусĕ, – пĕлтернĕ Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Олег Ефимов.

Бюллетеньсене хатĕрленине тата вĕсене суйлав комиссийĕсене çитернине сăнаса тăма Тĕп суйлав комиссийĕнче ĕçлĕ ушкăн туса хунă, вĕсене пичетленĕ тата упранă чух ШĔМĕн сотрудникĕсем дежурствăра тăрĕç. Юрăхсăр пичетленнĕ бюллетеньсене вырăнтах пĕтерсе уйрăм актпа çирĕплетĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code