Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Курав пырать

Курав пырать

Елчĕк чиркĕвне ят панă çветтуй куна – ял уявне паллă тăвас умĕн район центрĕнчи тăван тавралăх музейĕнче Çветтуй Александр Невский /1221-1263/ кнеç çуралнăранпа 800 çул çитнине халалласа курав уçăлнă.

Курава Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕн Силуан Козлов иеромонахăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Куракан выставкăра пулнă май çар пуçĕн, политикăн, Çветтуйăн турăшĕсемпе, унăн пурнăçне тата çапăçури паттăрлăхне сăнарлакан кĕнекесемпе, çырусемпе тата ыттипе те паллашма пултарать.

Ку курава маларах Лаш Таяпара йĕркеленĕ. Елчĕкре вăл сентябрĕн 14-мĕшĕччен ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code