Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Туслăх» кубокĕшĕн

«Туслăх» кубокĕшĕн

Елчĕкри «Ырсамай» культурăпа кану паркĕн футбол уйĕнче ял тăрăхĕсен, организацисемпе предприятисен «Туслăх» кубокне çĕнсе илессишĕн черетлĕ турнир иртнĕ.

Олимп системипе йĕркеленĕ, çивĕчлĕхпе палăрнă вăйăсенче сакăр команда вăй виçнĕ. Кубок хуçи вара «Патреккел» команда пулса тăнă. «Лаш Таяпа», «Сăрьел» командăсем призерсен йышне кĕнĕ.

Турнира ирттерме активлă хутшăннă Елчĕкри «Çамрăксен фончĕ» тата Алексей Григорьев уйрăм пайтаçă чи лайăх футболистсене те палăртнă – Николай Николаев, Сергей Воронцов, Иван Шуворов, Алексей Воронин ятарлă призсене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code