Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пур йывăрлăха та тÿснĕ

Пур йывăрлăха та тÿснĕ

Сăр тата Хусан тăрăхĕсен хÿтĕлев чиккин историйĕ, чăваш халăхĕн паттăрлăхĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕ пирĕн халăх асĕнчен тухмĕ.

Надежда Маркова /Ястребова/ 1923 çулта Патреккел ялĕнче çуралнă. Шкул хыççăн 1939-1942 çулсенче тĕп хулари педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ, унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.

Шăпах студент çулĕсенче вĕсене Сăр юханшывĕ çывăхне окоп чавма илсе кайни пирки, 1941 çулхи хĕл уйрăмах сивĕ тăнине, çителĕклĕ апатланайман хĕрсене шăн çĕре чавма питĕ йывăр пулнине час-час аса илнĕ вăл. Çак çулсенче ун çумне чĕре чирĕ çулăхнă – вăл ăна кайран ĕмĕр тăршшĕпех йĕрленĕ.

Темле йывăр пулсан та тÿснĕ хĕр. Çивĕч ăс-тăнне кура ăна института ĕçлеме хăварасшăн пулнă, анчах та выçлăхран тарăхса çитнипе Калининри педучилищĕне ĕçлеме кайнă. Кунта 1945 çулхи ноябрь уйăхĕччен ĕçлесен 3 çул чăваш учителĕсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра тăрăшнă.

Каярах амăшĕ тилмĕрнипе тăван района таврăннă, Елчĕкри вăтам шкулта завуч пулса ĕçлеме пуçланă, уроксем те ертсе пынă. 1977 çулта пенсие кайнă. Ĕнелĕнчи Аркадий Зинонович Марковпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ, 2 ывăл та 3 хĕр ÿстернĕ. Мăшăрĕ Елчĕк шкулĕнче географи учителĕнче тăрăшнă.

Надеждăн ашшĕ – Аристарх Ефремович Ястребов /1887 çулта çуралнă/ хутла вĕреннĕ çын пулнă. Вăл Чĕмпĕрти Иван Яковлев шкулĕнче пĕлÿ илнĕ, Хĕрлĕçырти пуçламăш, каярах Кивĕ Эйпеç, Шăмалак, Аслă Таяпа шкулĕсенче ĕçленĕ. Çурхи шыва кайса шăннă хыççăн чирленĕ, пурнăçран ир уйрăлнă. Амăшĕ, Елизавета Никитична, упăшкинчен 6 ачипе 38 çултах тăлăха тăрса юлнă. Çакăн хыççăн вăл, маларах почтальонра тăрăшнăскер, çемьене тăрантарас тĕллевпе тракториста вĕренме кайнă. Районта пĕрремĕш трактористка пулнипе палăрса юлнă хĕрарăм.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Надежда Маркова студент çулĕсенче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code