Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасем хамăртан тĕслĕх илеççĕ

Ачасем хамăртан тĕслĕх илеççĕ

Район хаçатĕнче эпир çемье ыйтăвĕсене час-часах хускататпăр. Кĕмĕл, ылтăн, кевер… туйĕсене кĕтсе илекен мăшăрсен ырă тĕслĕхне, нумай ачаллă çемьесен пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ çинчен пĕлтерсех тăратпăр. Ытларах чухне çемье ăшшине упракансене сăмах пама тăрăшатпăр. Календарьте этемлĕхĕн чи черчен çуррийĕсен уявĕсем сахал мар пулнипе те çыхăннă-ха çакă.

Çемье ăнăçлăхĕ, телейĕ, паллах, арçынран та нумай килет. Ачасене ÿстернĕ çĕрте ашшĕн тÿпи калама çук пысăк. Иртнĕ çул республикăра пуçласа Ашшĕн кунне уявлама тытăнни вĕсен авторитетне, рольне ÿстерес, воспитани ĕçĕнче ашшĕсен яваплăхне уйрăммăн палăртас тĕллеве мала хунине çирĕплетрĕ, мухтавлă ашшĕсемпе паллаштарма ырă сăлтав тупăнчĕ. Уяв умĕн тăватă ача ашшĕпе, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Геннадий Ловкинпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Сăмах çаврăмĕ, паллах, çемье пурнăçĕ тавра пулчĕ.

– Геннадий Петрович, чи малтанах хăвăрăн çемьен пĕрремĕш утăмĕпе паллаштарсамăр?

– 2002 çулхи августăн 10-мĕшĕ – пирĕн çемьен чи паллă та пĕлтерĕшлĕ пулăмĕ: çак кун пирĕн çемье чăмăртаннă. Мăшăр пулма Канаш районĕнчи Сугайкассы ялĕнчи чи чипер хĕре – Иринăна суйласа илтĕм. Эпир пулас мăшăрăмпа Канашра паллашнă. Туслă çÿренĕ хыççăн вăл манăн Турă çырни пулнине ăнлантăм.

– Çамрăк мăшăр туй хыççăнах хулана тухса каять, эсир вара ялтах юлнă?

– Иксĕмĕр те ял пурнăçне юрататпăр. Çĕр çинче ĕçлесси те, выльăх-чĕрлĕх пăхасси те пире ачаран килĕшнĕ. Иксĕмĕр те нумай ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕç тĕлне вĕрентнĕ пире атте-анне. Хамăр лартнă çуртра ача-пăча сасси янăранинчен ырри мĕн пултăр? Эпир ял пурнăçне нимĕнпе те улăштармастпăр.

– Халĕ сирĕн капăр та хăтлă çурт ачасен янăравлă сассипе илемлĕ. Тăваттăн вĕсем сирĕн. Кашнийĕн çуралнă кунне астăватăр-и?

– Паллах. Чи савăнăçлă та телейлĕ кунсен датисене епле пĕлмĕн?! Атте ятне илтни арçыннăн чи пысăк телейĕ, савăнăçĕ. Çапах та «аттеçĕм» сăмаха илтиччен йĕрмешекен пепкене çĕрĕпе йăтса çÿрени те, чирлесен вĕсен кравачĕ умĕнчен кайманни те, куç хупман каçсем те пайтах пулнă. Кунĕпе ачапа ларакан, çав вăхăтрах кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлакан мăшăрăм кăштах кантăр тесе тимленĕ. Тĕпренчĕксем унăн кăна мар-çке, манăн та. Çавăнпа та ашшĕн туйăмĕ яланах малта тăрать. Çемье телейĕ – ачасен куллинче, ăшă калаçăвĕнче, вĕсем ырă та сывă çитĕннинче.

– Сирĕн аслă ывăлăр, Даниил, пысăк та анлă тавра курăмĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсенче республика, район чысне пĕрре мар çÿле çĕклерĕ. Ачасем шкулта лайăх вĕреннинче ашшĕн тÿпи те çук мар ĕнтĕ. Мĕн тесен те эсир педагог…

– Ачасене пĕчĕкрен кĕнеке вулаттарассине, шутлав вăййисемпе интереслентерессине чи пĕрремĕш вырăна хуратăп. Шкула утнă пĕрремĕш çулĕсенче вĕсен урокĕсене тĕрĕслессине ытларах хам çине илетĕп. Унтан çирĕп йĕркене алла илеççĕ те хăйсемех малалла ăнтăлаççĕ. Ашшĕ тĕрĕс çул-йĕрпе яма пĕлни пĕлтерĕшлĕ ку чухне. Ачасем хамăртан тĕслĕх илеççĕ.

Даниил пирки калас пулсан, кăçал вăтам шкул пĕтерсе Мускаври аслă шкула вĕренме кĕчĕ. Ăна ядерлă наука кăсăклантарчĕ. Вăл районти, республикăри олимпиадăсенче информатикăпа, физикăпа, астрономипе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн, паллах, хĕпĕртетпĕр. Кунта ăна вĕрентнĕ педагогсен ĕçĕ те лайăх палăрать. Пиччĕшне кура кĕçĕннисем те вĕренÿре ÿсĕмсем тăвасса шанатпăр. Халĕ Софья 9 класра вĕренет. Отличница. Елисей – пиллĕкмĕшĕнче. «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Чи кĕçĕнни, Есения, «Чебурашка» ача садне çÿрет.

– Педагог пулас ĕмĕт пĕчĕкренех çавăрса илнĕ-и сире?

– Çапла. Хама вĕрентнĕ учительсене питĕ хисепленĕ. Чи малтанах Канашри педагогика училищинчен, унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Арçын тивĕçне пурнăçласа салтак службинче тăнă. Çартан таврăнсан хамăр ялти шкула вырнаçрăм. Унта ахаль учительтен пуçларăм. Опыт пухăннă май директора лартрĕç. Вăл должноçре 14 çул ĕçлерĕм. Педагогика стажĕ 25 çултан иртрĕ. Халĕ те шăматкун Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи ачасене ОБЖ предметне вĕрентетĕп.

Мăшăрăм, Ирина Ивановна, маларах Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтне пĕтернĕ. Качча килсен малтанах Канашри ветучастоках ĕçе çÿрерĕ. Каярахпа ялта ĕçе вырнаçрĕ. Халĕ Елчĕкри нумай функциллĕ центрта тăрăшать. Тепĕр аслă пĕлÿ илчĕ. Ĕçе автомашинăпа çÿрет. Пур енĕпе те пултарать вăл. Çемье ăшши тем тесен те унран ытларах килет. Ахальтен каламан-тăр ĕлĕкхи чăвашсем: «Арçын кил хушши, хĕрарăм пÿрт ăшши», – тесе.

– Мĕнле çемьере ÿссе çитĕннĕ эсир?

– Хăвăлçырма ялĕнчи Петрпа Елизавета Ловкинсен йышлă çемйинче кун çути курнă. Атте, Петр Мелентьевич, чылай çул ферма заведующийĕнче вăй хунă. Пенсие тухсан та ахаль лармасть. Общество ĕçĕнче яланах активлă. Ял старости пулса ĕçлерĕ. Хастарскере «Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Атте хăй ĕмĕрĕнче миçе тĕп йывăç лартнине шутламан та пулĕ. Анне, Елизавета Александровна, ферма сукмакне такăрлатса «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Ырă кăмăллă та сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ. 5 пĕр тăван çитĕнтĕмĕр. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнатпăр. Уявсенче пурте атте-анне патне пуçтарăнатпăр. 11 мăнукĕпе, 3 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ пирĕн хаклă çыннăмăрсем.

– Геннадий Петрович, пушă вăхăт тупăнсан ăна мĕнле ирттеретĕр?

– Унччен выльăх-чĕрлĕх нумай усраттăмăр та кил картинче нумай тăрмашаттăм. Халĕ иксĕмĕр те ĕçе ирех тухса кайса каçхине кăна килнĕрен картишĕнче чăх-чĕп кăна. Кану кунĕсенче çемьепе пĕрле çут çанталăк илемĕпе киленме вăрмана каятпăр. Кăмпа пуçтарма юрататпăр. Кĕнекене алăран ярас килмест. Вырăс классикĕсене шĕкĕлчетĕп. Историпе кăсăкланатăп. Яланах çĕннине пĕлме тăрăшатăп. Телевизорпа çĕнĕ хыпарсене пăхатăп. Политикăпа интересленетĕп.

– Чăн-чăн арçыннăн çурт лартмалла, ывăл çитĕнтермелле, йывăçсем ÿстермелле тенине мĕнле йышăнатăр?

– Ялта пурăнакан арçын çак каларăшран пăрăнас мар тесе тăрăшать те. Эпир тĕп килтен уйрăлса тухса çурт хăпартнă. Ывăлсем те пур. Çак тарана çитсе лартнă йывăç-тĕм шутне шутламан. Питĕ юрататăп тăван тавралăха. Унăн илемĕшĕн куллен тăрăшма хатĕр.

– Геннадий Петрович, эсир тĕслĕх илекен пултаруллă ашшĕсем пур-и сирĕн тăрăхра?

– Паллах, ун пеккисем питĕ нумай. Тăруках пурне те аса илеймĕп. Çапах та чи малтанах хамăн атте, Петр Мелентьевич, маншăн паха та ырă тĕслĕх пулнине палăртмасăр иртейместĕп. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Сильвестр Шелтуков, Илья Левый, Хăвăлçырмари Александр Трофимов, Тĕмерти Александр Васильев тата ыттисем. Эпĕ çамрăк ашшĕ. Манăн маларах аса илнĕ хисеплĕ арçынсенчен нумай вĕренмелле, опыт пуçтармалла. Ачасене çĕршыва юрăхлă çын туса ÿстересси çав тери яваплă. Çавăнпа та çемьере ашшĕн çирĕп воспитанийĕ кирлех. Хам çемçе кăмăллă, çынпа харкашса курман. Ачасене те тÿрĕ кăмăллă, çемьене малти вырăна хума, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, тăвансене, Тăван çĕршыва юратма вĕрентес тетĕп. Ачасемпе юнашар ларса калаçассине тĕп вырăна хуратпăр. Ывăлсемпе хĕр ачасемшĕн эпĕ юратнă ашшĕ кăна мар, ялан пулăшма хатĕр юлташĕ те… Мĕнпур ыйтăва пĕрле сÿтсе яватпăр.

– Республикăра Ашшĕн кунне октябрĕн 25-мĕшĕнче уявлаççĕ. Сирĕн ял тăрăхĕнче уява мĕнле кĕтсе илме палăртнă.

– Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăнни нумай вăхăт мар-ха – кăçалхи июнĕн 22-мĕшĕнчен кăна. Çапах та халĕччен те çичĕ ял çыннисен пурнăçĕнчен аякра тăнă тесе шутламастăп. Вырăнти депутат пулнă май кашни ялăн нуши-тертне, ĕмĕт-тĕллевĕсене пĕлетĕп, çыннисене те паллатăп. Мĕн калама пултаратăп-ха уяв пирки; Вăл кашни килтех савăнăçлă ирттĕр. Паян, çамрăк ашшĕсем ытларах инçете ĕçлеме çÿренĕрен, ачи-пăчипе юнашар сахал пулаççĕ. Ачасене ашшĕн тимлĕхĕ, сăмахĕ çитменнине асăрхатăн. Çакă ырă патне илсе пымасран шикленÿ çуратать.

Хисеплĕ ашшĕсене вара саламсем кĕтеççех. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче, акă, ашшĕсен канашĕ лайăх ĕçлесе пынине пĕлетĕп. Ăна Николай Чернов учитель ертсе пырать. Ашшĕсем пĕрле пуçтарăнса çемьери, обществăри тĕрлĕ çивĕч ыйтусене куçа-куçăн тĕл пулса сÿтсе явни питĕ вырăнлă. Саламласа ыр сунма манар мар хамăрăн атте-аннене сывă пурăннă чухне. Çамрăк ашшĕсене вара ытларах ытарайми ывăл-хĕрĕпе çума-çумăн пулма, пĕрле канма сунатăп. Пирĕн тĕпренчĕкĕмĕрсем ашшĕн хÿттинче, ырлăхĕнче, амăшĕн ăшшинче ÿссе çитĕнччĕр. Хамăршăн та, çĕршывшăн та усăллă çынсем пулччăр.

В.КИРИЛЛОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code