Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Победа» ОООран вĕренмелли нумай

«Победа» ОООран вĕренмелли нумай

Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен канашлăва «Победа» ООО никĕсĕ çинче ирттерни ахальтен мар. Кунти фермăра нумаях пулмасть 200 пуç ĕне выльăх вырнаçакан çĕнĕ йышши вите хута кайнă. Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем пĕрле пухăннипе усă курса, паха опыта ăса хывас тĕллевпе, унта та пулса курнă.

Канашлу ĕçне ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый юлашки çулсенче «Победа» ОООри фермăра пĕрин хыççăн тепĕр çĕнĕ вите çĕкленсе ларнине курса хăй савăннине пытарман. Ял хуçалăх предприятийĕн мал ĕмĕтлĕ ертÿçи Николай Головин пирки нумай ырă сăмах каланă. Ферма коллективне малашнехи ĕçре тата сулмаклăрах çитĕнÿсене çывхартма ырлăх-сывлăх суннă.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Çакăн пирки хаçатăн çитес номерĕнче вулама май пулĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code