Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шкул столовăйĕсем хушшинче – конкурс

Шкул столовăйĕсем хушшинче – конкурс

Юлашки çулсенче шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтересси çине патшалăх шайĕнчех тимлĕ пăхаççĕ. Апатланăва тĕрĕс йĕркелесси, вĕри апатсен, апат-çимĕç шайлашăвĕн пахалăхне, чĕр таварпа продуктсемпе усă курнине тĕрĕслесси – районти вĕренÿ организацийĕсен тĕп тимлĕхĕнче.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕренекенсене мĕн çитерессине республикăра пĕр евĕрлĕрех меню йĕркелеме сĕннĕ. Кунта чи малтанах талăкри рационăн калорийĕпе тутăлăхне шута илеççĕ. Сăлтавĕ курăмлă: çакă ачасене ÿссе аталанма çителĕклĕ кирлĕ. Кунсăр пуçне мĕн çитересси сезонран та килет.

Шкулсенчи поварсен ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас, вĕренекенсене мĕнле апат çитернине тишкерес тĕллевпе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта районти «Шкулти чи лайăх столовăй» конкурс иртрĕ. Унта 7 шкул хутшăнчĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ куçăмсăр майпа пычĕ. Унта ытларах документсем хатĕрлесси тĕп вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕш тапхăрта вара шкул столовăйĕсем килти ĕç пурнăçласа «Тематика сĕтелĕ» презентаци хатĕрлерĕç. Унта «Ачан çемьери сывă апатланăвĕ» темăна тĕпе хунă. Килти ĕç валли ытларах иккĕмĕш блюдăсем, сивĕ закускăсем, çăнăхран пĕçернĕ çимĕçсем, десерт хатĕрленĕ. Конкурсантсем апата мĕнле йĕркепе, мĕнрен хатĕрленине тĕплĕн каласа пачĕç.

Практика конкурсĕнче жюри членĕсем повар пĕр-пĕр продукта мĕнле каснине те хакларĕç. Пĕр сăмахпа каласан, повар хăй пĕçернĕ апат пирки тĕплĕн ăнлантарса, кăтартса пачĕ. Комисси /ăна райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова ертсе пычĕ/ апат хатĕрленине тĕплĕн тишкернĕ май унăн тутăлăхне, усăлăхне тĕпе хучĕ, апат ачасене килĕшнине шута илчĕ.

«Чи лайăх шкул столовăйĕ» конкурс çĕнтерÿçи – Елчĕк шкулĕ. Екатерина Безрученко повар «Шкул апатланăвĕнчи чи лайăх повар» номинацире мала тухрĕ. Аслă Елчĕкри Людмила Мешкова иккĕмĕш, Çĕнĕ Пăвари Мария Павлова виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Призлă вырăнсене тухнă поварсем шкул столовăйĕнче чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă. Халĕ Елчĕк шкулĕнчи ăста повар республикăри конкурсра район чысне хÿтĕлĕ.

Аслă Таяпари Ираида Осипова, Курнавăшри Надежда Порфирьева, Шăмалакри Анастасия Макарова, Кивĕ Эйпеçри Алина Сусметова поварсем тĕрлĕ номинацире палăрчĕç.

Ачасен апатланăвĕ пысăк тимлĕхре

Республикăра «Ирхи апат – директорпа» проект ĕçлеме пуçларĕ.

Çĕнĕ проектăн тĕллевĕ директорпа юнашар апатланасси кăна мар, шкул ертÿçипе пĕрле ирхи апатăн пахалăхне пур енлĕн тишкерсе тухасси пулса тăрать. Директорпа пĕрле ашшĕ-амăшĕ те ачасен апатланăвĕпе тĕплĕнрех паллашса хăйсен шухăшĕсене палăртаççĕ. Тĕрĕслев комиссин йышне кĕрекен ашшĕ-амăшĕн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен документсем пулмалли куçкĕретех. Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче вĕсене валли ятарласа методика сĕнĕвĕсем йĕркелесе çирĕплетнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче мĕн çине тимлĕх уйăрмаллине палăртса чек-листсем хатĕрленĕ. Ун тăрăх блюдăсен пахалăхне те, ачасем алă çуса сĕтел хушшине ларнине те, поварсен санитари нормисене пăхăннине те куçран вĕçертмелле мар.

Çак кунсенче районти вĕренÿ организацийĕсенче «Ирхи апат – директорпа» проект старт илчĕ. Акă, Елчĕкри вăтам шкула райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, 5 класра вĕренекенсен амăшĕсем – Зарема Князевăпа Фаина Федотова ачасен апатланăвĕпе кăсăкланнă. Вĕсем ачасене тутлă çитернине çирĕплетнĕ. Паян вĕренекенсен апатланăвĕпе çыхăннă пур ыйтăва та вырăнта, кĕске вăхăтра татса пани пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă вĕсем.

Л.КУЧКОВА,
райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code