Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сыхлăх ялан кирлĕ

Сыхлăх ялан кирлĕ

Усал пулăма асăрхасан нихăçан та курмăш пулмалла мар. Наркотикпа е çавăн пек тытăмлă япаласемпе ашкăнакансем пирки те çавнах каламалла.

Çавăнпа та сывлăха сиен кÿрекен наркăмăшпа çыхланнă çынсене пĕлсенех районти йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтермелле. Çĕршывра çулсеренех «Кала, ăçта вилĕм сутаççĕ» акци ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – наркотикпа сутă тăвакансене, унпа усă куракансене тытса чарасси, çак хăнăхуран çамрăксене сиресси. Акцин иккĕмĕш тапхăрĕ ыран вĕçленет.

Паллах, профилактика ĕçĕсем, наркотике хирĕçле мероприятисем ятарлă уйăхлăхра çеç пурнăçланмалла мар. Сыхлăх яланах кирлĕ ку тĕлĕшпе. Усалтан Турă сиртĕр те, паянхи куна районта наркомансем çук пулсан та ĕçе хавшатмалли сăлтав пулмалла мар.

Л.ЕГОРОВА,
районти полици пайĕн участокри уполномоченнăйсен ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code