Вторник, 5 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Депресси. Мĕнле чир вăл?

Депресси. Мĕнле чир вăл?

Иртнĕ эрнере ирхине ĕç вырăнне çитсенех вăтам çулхи арçын йышăнăва кĕрсе ларчĕ. Хăйĕн пăшăрханăвне, мĕншĕн ыйхă килменнине каласа пачĕ.

…Килте 2 ĕне тытаççĕ иккен. Арăмĕ ĕнисене хире нумай çул ÿсекен курăк ани çине кăларса янă. Пĕр ĕни кÿпĕннĕ, теприне аран хăтарса хăварнă. Куляннипе эрне ытла çывăрайман. Ялта ĕç çук. Çемье сĕт сутнипе анчах пурнăçа саплаштарса пурăнать. Ачисене сĕт сутнă укçа-тенкĕпе тумлантараççĕ, вĕрентеççĕ… Епле пысăк хуйхă çемьен.

Юлашки вăхăтра çынсемпе калаçнă вăхăтра час-часах: «Манăн депресси мар-ши?» – тенине илтме пулать. Чăнах та унпа чирлекенсем нумайланчĕç – уйрăмах COVID-19 чирĕпе аптăранă хыççăн лайăх палăрать.

Мĕн пĕлмелле-ха чи малтанах? Мĕнле палăрать вăл? Унăн сăлтавĕсем нумай: пăшăрханни, чун «пушаннăн» туйăнни. Хăвна ху никама кирлĕ мар пек туйни. Пурнăçра ĕлĕк савăнăç пама пултаракан пулăмсем чакни е пĕтĕмпех çухални. Яланах хăвна, çемье тата общество çине çиленсе çÿрени. Пурнăçра савăнтаракан интерес чакни е пĕтĕмпех çухални. Ĕлĕк юратса ĕçленĕ пулсан халĕ вара килтен тухас килменни тата ыйхă ылмашăнни – ир вăранни, тепĕр чухне ытларах ыйха путни. Апат çиес килменни, пĕр чарăнми апат çини. Пурăнас килмен шухăшсем çурални. Ним сăлтавсăрах пуç ыратса çÿрени. Унччентерех чупса ĕçлесе çÿренĕ – халь вара вырăнтан хускалас та килменни, час ывăнни, пурăнма вăй-хал çукки. Никампа калаçас килменни, çынна курас, хускалас килменни. Чун вырăнта марри, килте хăвна кирлĕ кĕтес тупма йывăрри. Çавăн пекех ăс-тăн чакни, ĕçе пуçăнсан вара тĕрĕс йышăну тума йывăрланни. Çын час ватăлнăн курăнни.

Депресси тĕнче шайĕнчех вăйлă аталанакан чир. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ палăртнă тăрăх, тĕнчере çулталăкне 800000 çын ытла депрессие пула пурнăçран уйрăлать. Питĕ пысăк кăтарту çакă. Кашни 40 çеккунтра пĕр çын вилет теççĕ.

Мĕнле сипленмелле çак чиртен? Паян телевизорпа темĕн тĕрлĕ реклама та кăтартаççĕ. Вĕсене итлесен, эмелĕсене ĕçсен çĕр чăмăрĕ çинче пĕр чирлĕ çын та пулмалла мар пек. «Миг – и голова не болит», – тесе халăха пăтратаççĕ. Апла мар çав!

Депресси чирне сиплемелли тĕрлĕ эмелсем шутласа кăларнă. Ăна врач кăна тĕплĕ тĕпчесе чире лăплантармалли эмел çырса парать. Ăна антидепрессант теççĕ. Вĕсем чылай тĕрлĕ. Анчах та тухтăр каланине итлемелле – эмелне 3-4 кун ĕçнипе чир иртсе каймасть. Эмелĕсен уссине курас тесен 3-4 эрне врач хушнине пурнăçламалла. Лайăх сипленмелли курс вара çур çул таранчченех тăсăлать. Тепĕр хут аса илтеретĕп – врач хушнă пек сипленмелле.

Антидепрессант пĕлсе сипленсен пăшăрханнине сахаллатать, анчах та тепĕр чухне эмел ĕçме тытăнсан малтан пăшăрхану туйăмĕ вăйланма, ун пек туйăм 2-3 эрне те тăсăлма пултарать. Çавăнпа та эмелне хăвăр тĕллĕн ĕçме пăрахмалла мар.

Табак туртакан çын ?кунне 15 сигарет туртать пулсан/ ĕçекен эмелĕн уссине чакарать. Çавăнпа та асăрхануллă пулмалла.

Сывлăхăра упрăр.

А.МОЛОСТВОВ, тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code