Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравления с Днем матери

Поздравления с Днем матери

Хаклă та юратнă аннесем!

Сире чĕререн чи ăшă та савăнăçлă çемье уявĕпе — Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Çак уяв кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен кашни çын чĕринче анне сăнарĕ упранать. Анне – пурнăç пуçламăшĕ, кил ăшши, юратупа ырăлăх пĕрлешĕвĕ. Вăл пуринчен те ăшăраххи, хаклăраххи, ăнланаканни. Амăшĕ кăна пуринчен те ытларах ачисен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать, йăнăш утăмсемшĕн каçарать, чĕререн вĕсен пуласлăхĕшĕн тăрăшать.

Уяв ячĕпе саламласа сире тулли телей, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç сунатпăр. Сăн-питĕр çинчен йăл кулă ан кайтăр: ачăрсен юратăвĕпе тимлĕхĕ куллен ăшăтса тăччăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ          А.Г. Васильева
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан      М.Н.Павлова

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code