Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Хÿтĕленме пĕлер

Хÿтĕленме пĕлер

Интернет ача аталанăвĕнче ырă витĕмпе пĕрлех усал йĕр те хăварма пултарнине пĕлетпĕр. Ача-пăчана вĕсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушă информацирен мĕнле хÿтĕлемелле?

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, ачасем 8-10 çулсенче чухне интернета ытларах кĕме тытăнаççĕ. Çул çитменнисен 80 проценчĕ интернет-çыхăнăва хăйсем тĕллĕн, аслисем сăнаса тăман чухне тухни паллă. Уйрăмах телефон урлă кĕреççĕ вĕсем. Лару-тăрăва туллин ăнкарайманран кĕçĕннисем тĕрлĕ пăтăрмахлă пулăма кĕрсе ÿкнĕ тĕслĕхсем час-час пулаççĕ. Пĕр тĕслĕхре 5-мĕш класра вĕренекен хĕр ачан социаллă çыхăнури страницине усал шухăшлă çын çĕмĕрсе кĕрсе логинпа парольне улăштарнă, унта порнографи темипе сăн ÿкерчĕкпе видео вырнаçтарнă. Тепĕр тĕслĕхре амăшĕ ачасен конкурсĕ çинчен информаци шыранă май ссылкăпа ăнсăртран порнографи содержаниллĕ сайта лекнĕ, унта хăйĕн çул çитмен хĕр ачин ятне асăрханă…

Çак хăрушă тĕслĕхсем çыннăн ятне варалассипе çыхăннине куратпăр. Эппин пирĕн, аслисен, ачасене виртуаллă тĕнчере те хÿтĕленме вĕрентмелле. Пăтăрмахлă лару-тăрăва лекесрен е ырă мар шухăшлă çынсенчен асăрханса сетьре ачан нихăçан та хăйĕн пирки тулли информаци – хăй хăçан çуралнине, çемьери лару-тăрăва, çыхăнмалли телефон номерне, адреса пĕлтермелле мар. Палламан çынсемпе çыхăнасран та асăрханмалла.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code