Вторник, 23 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçшĕн хыпса çунакан

Ĕçшĕн хыпса çунакан

Лена хăнăхнă йăлапа ирех вăранчĕ. Ĕнисем çывăх вăхăтра пăруламалла. Çавăнпа та хальхи вăхăтра ĕç сахалтараххи тÿрех сисĕнет. Ытти чухне икĕ ĕне сăватчĕ, унтан сĕтне усламçăсене тухса паратчĕ, витре-бидон çăватчĕ… Çак кулленхи ĕçсем вăхăтлăха чакнине кура кăштах канса выртсан та çылăх мар та, çук, ун пек тумарĕ. Вырăн çинчен сиксе тăчĕ те кухньăра кăштăртатма пуçларĕ. Пĕчĕк кукăльсем пĕçерчĕ, духовкăна хур ăшалама лартрĕ, салатсем хатĕрлерĕ. Ăна çуралнă кунĕ ячĕпе саламлама çывăх тăванĕсем ĕç хыççăн килеççех. Вĕри апатне каярахпа пĕçерсе те ĕлкĕрĕ. Кану кунĕнче йышлă тăванĕсемпе пысăк сĕтел хушшине ларса уявлама та палăртнă.

Мăшăрĕн çуралнă кунĕнче Александр арăмне вăратас мар тесе ирех картишне выльăхĕсене пăхма тухрĕ. Лена, паллах, ăна лайăх сисрĕ, çапах та куçĕсене уçмарĕ. Туять вăл: мăшăрĕ те ăна çак паллă кун кăштах канса вырттăр тесе тимлет.

Темле çанталăк кăçал, раштав уйăхĕн çурри пулсан та юр çук, пур çĕрте те пăрлаклă. Ĕне выльăхне картишне кăларма та хăрушă. Çапах та арçын витери айсарăмне тасатнă чухне ĕнисене тепĕр енне хупрĕ. Кăмăл-туйăмĕ савăк унăн, савнă çыннипе 32 çул пĕр-пĕринпе туслă та килĕшÿллĕ пурăнаççĕ. Унран хаклă çын тĕнчере çук урăх.

Сĕтел кукринче тăрмашнă май Елена Дергунова вăхăт иртнине те сисмерĕ. Питĕ юратать вăл апат-çимĕç хатĕрлеме. Повар ĕçне ятарласа вĕреннĕ тейĕн, тутлă та сĕтеклĕ апатсем хатĕрлеме ăста. Ĕçри тантăшĕсене те тутлисемпе хăналать вара вăл. Хăш-пĕр рецептсене унран çыра-çыра илеççĕ çамрăк кинсем.

Кун çути курăнма пуçласан Елена Ильинична ĕçе кайма тухрĕ. Куллен Аслă Пăла Тимешри почта çыхăну уйрăмне васкать вăл. Тăтăшах çуран утса тăван тавралăх илемĕпе киленет. Пĕр кĕтмен çĕртен витререн тăкнă пек çумăр çуса иртет-и е çил-тăман алхасать – Турă панă кашни кунпа савăнса пурăнакан Елена Дергуновăна нимĕн те шиклентермест – утать те утать вăл ял урамĕсемпе. Пĕринпе хаçат-журнал çырăнас пирки тĕл пулса калаçать, тепринпе. Ăш пиллĕ почтальонкăна кашнийĕшĕ тарават. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшать.

– 15 çул ĕçлетĕп почтальонкăра. Çак тапхăрта хама шанса панă ĕçе питĕ килĕштертĕм. Хальхи вăхăтра Кушкăсем «Елчĕк ене» 100 экземпляр илсе тăраççĕ. 2022 çулхи пĕрремĕш çур çулта çырăнса илекенсен йышĕ тата ÿсессе шанатăп, – пĕлтерет Елена Ильинична.

Почтальонкăн ĕçĕ йывăр та яваплă. Пенси валеçнĕ вăхăтра уйрăмах сыхлăхлă пулмалла. Çав вăхăтрах ял çыннисене тĕрлĕ тавар сутмалла, ăна тепĕр сумкăпа йăтса çÿремелле. Ĕлĕк хаçат-журнал çырăнакансем йышлă пулнипе почтальон сумки йывăрччĕ, халĕ изданисене сахалтарах çырăнсан та тĕрлĕ квитанцисене килсерен валеçмелли нумайланнă. Елена Дергунова нăйкăшакан йышши мар, вашаватлăхĕпе палăрать вăл.

Елена Кушкă ялĕнчех, Илья Федоровичпа Ирина Николаевна Трофимовсен туслă кил-йышĕнче, çуралса ÿснĕ. Çемьери иккĕмĕш ача. Пилĕк пĕртăван та ĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхса ÿснĕ. Амăшĕнчен тирпейлĕхпе сăпайлăха, ашшĕнчен харсăрлăха вĕреннĕ. 1979 çулта Лена портфель йăтса ялти шкула чупнă. 8 класс пĕтернĕ хыççăн Аслă Пăла Тимеш шкулне 9-10 классене çÿренĕ. Вăтам шкул хыççăн маттур пике тăван ялах юлнă. Ял çамрăкĕпе, Александр Дергуновпа, çемье чăмăртанă. Ĕçре харсăр пике тăван колхозра ĕçлеме пуçланă. Тăрăшулăхне кура ăна фермăна дояркăна чĕннĕ. Çăмăл пулман Ленăна кунта. Хĕл кунĕнче те ураран резина атă кайман, флягăсем йăтнă… Çапах çĕнĕ кин çанă тавăрса вăй хунă, хăйĕн çирĕплĕхне кăтартнă. Каярахпа Елена пăру пăхнă. Кирек ăçта та вăл тÿрĕ кăмăллăхĕпе, ĕçе тĕплĕ пурнăçланипе палăрнă.

Пĕрлешнĕ хыççăн çулталăкранах Еленăпа Александр тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ çурт çавăрнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп ÿстернĕ. Ĕçпе йăпанса пурăнакан пултаруллă хĕрарăмăн амăшĕн ăш пиллĕхĕн туйăмне чун-чĕрипе туйма май килмен. Пĕве кĕрсенех йывăр ĕçре тăрăшнăран та килнĕ-и çакă? Вăхăтĕнче нумай куляннă аллине пепке тытайманшăн. Турă пÿрмесен мĕнех тăвайăн? Хăйĕн шăпипе çырлахнă хĕрарăм. Халĕ вара пиччĕшĕн, шăллĕпе йăмăкĕсен ачисен кашни ÿсĕмĕшĕн, ĕçĕшĕн савăнать, вĕсене хăйĕнни пек юратать. Хуларисене кучченеçсĕр кăларса ямасть, килти аш-какай мăнукĕсемшĕн уйрăмах усăллине ăнланать. Ырă кăмăллăскер вĕсем килнĕ çĕре сĕт юр-варне те хатĕрлет.

Паллах, выльăх усрасси çăмăл мар. Çăвĕпе пĕр канмасăр пахчара пилĕк аваççĕ. Çĕр лаптăкĕ пĕчĕк мар, пĕччен пурăнакан амăшĕн пахчине те пустуй вырттармаççĕ, тымар çимĕç туса илеççĕ. Кĕркунне тăвансем пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса çĕр улми, выльăх кăшманĕ кăлараççĕ.

Елена Ильинична типтерлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Çурта тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай тимлет, тăтăшах çĕнĕ япаласемпе илем кÿрет. Пушă вăхăт тупăнсанах ал ĕçне тытать. Унăн мăшăрĕ, Александр Петрович, маларах стройкăра тăрăшнă. Халĕ ытларах кил хуçалăхĕнче тăрмашать. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннăран ĕçĕсем те ÿсĕнсе пыраççĕ вĕсен.

Елена Ильинична пилĕк теçетке çула хыçа хăварнă май хатĕрленĕ кĕреке йăтăнса ларать. Сĕтел хушшинчен тухса çемçе диван çине вырнаçнă хăнасем тараватлă кил хуçи хĕрарăмĕн юратнă юррисене шăрантараççĕ. Туслăх, юрату, тăванлăх юррисем пĕрин хыççăн тепри янăраççĕ. Пилĕк пĕртăван юрра-ташша çав тери маçтăр.

…Симĕс-симĕс топольсем,
Шыв еннелле тайăлнă…

Юратнă амăшне, ытарайми çывăх тăванĕсене çупăрланă май Елена савăнăç куççулĕсене пытараймарĕ…

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Дергунова /сылтăмра/ хĕресне амăшĕпе – Светлана Николаевнăпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code