Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хÿтлĕхсĕр юлнă ватăсен савăнăçĕ

Хÿтлĕхсĕр юлнă ватăсен савăнăçĕ

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисемпе сусăрсем пурăнакан çурт çинчен ырă та ăшă сăмахсемлĕ статьясем тĕрлĕ çулсенче район хаçатĕнче сахал мар çырнă. Эпĕ те, халĕ кунта кун кунлаканскер, пуçа килнĕ шухăшăмсемпе вулакана паллаштарас терĕм.

Малтанах кĕскен çуртăн историйĕ çинчен. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче 140 вырăнлă ача сачĕ валли туса лартнă çуртăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă. Ăна 1995 çулта, ача сахаллине шута илсе, уçма йышăннă.

Паянхи кун стационарта 19 ватăпа инвалид хÿтлĕх тупнă. Чи ватти – 96, çамрăкки вара 41 çулта. Вĕсем пурте пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ. 20 çынна йышăнма пултаракан хăтлă çуртра ултă социаллă ĕçчен тăрăшать: Антонина Ефимова, Татьяна Краснова, Ирина Кувшина тасатса тирпейлекенсем, Галина Чернова повар, Борис Дудкин слесарь тата Антонина Осипова заведующи. Вĕсем пурте хăйсен ĕçне чунтан парăннă хастарсем. Çапах та 26 çул пĕр улшăнмасăр тăрăшакан А.Ефимовăна уйрăмах палăртас килет. Мĕн чухлĕ тÿсĕмлĕх, пархатарлăх çепĕç чунлă хĕрсенче! Çакăнта ĕçлеме, паллах, пурте пултараймаççĕ, чăтăмлăх çитереймеççĕ.

Йывăр та канăçсăр ĕçре социаллă работниксене кунта пурăнакан, сывлăх тĕлĕшĕнчен ытлашши хавшаман ватăсем те вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Вырăнпа выртакансене енчен енне çавăрмалла-и е апат çитермелле, мунча кĕртсе çăвăнтармалла пулсан та – вĕсем яланах хатĕр. Вĕсене ятранах палăртса хăварас килет: И.Самарин, А.Кондратьев, Н.Волков, А.Савинов тата пуçлăхăн «сылтăм алли» И.Корнилов староста. Хĕлле юр хырмалла, çулла пахча çимĕçсене шăвармалла е çумламалла – çаксемех харсăр. Тирпей-илем кĕртме вара чылайăшĕ хутшăнаççĕ. Çавăнпа кунта мĕн пур çĕрте тирпейлĕх хуçаланать.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисемпе сусăрсен çуртне 2010 çултанпа А.Осипова ертсе пырать. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннăскер вăл. Пире пĕчĕк ачасене пăхнă пек тимлĕх уйăрать. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупнă. Кам та пулсан чирлесен е тĕрлĕ сăлтава пула тунсăхласан, йывăр самантра кирек кама та чунтан тухакан сăмахсемпе лăплантарма пĕлет. Эмелсĕрех сиплет Антонина Васильевна. Кунтисемшĕн анне вырăнĕнчех вăл, хÿтлĕх пама пултаракан пулсах çуралнă-тăр.

Стационар коллективне ĕçе лайăх йĕркелесе пынăшăн Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин Дипломĕпе чысланă.

Чăнах та, хÿтлĕх тупнисемшĕн кунта пĕтĕмпех пур: тутлă апат-çимĕç, икĕ вырăнлă пÿлĕмсем, мунча, шашка-шахмат вылямалли пысăк зал, телевизор…

Халĕ пикенсех Çĕнĕ çула кĕтсе илме – хамăр валли уяв тума хатĕрленетпĕр. Зала вырнаçтарнă ялкăш çутăсем ăшне путнă чăрăш часах хăй тавра пуçтарĕ. Меллĕ самантпа усă курса стационарти кашни социаллă ĕçчене, унта пурăнакана çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп.

Юрий ГОРДЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code