Пятница, 27 мая, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Под счастливой звездой

Под счастливой звездой

Елчĕк районĕ 95 ҫул тултарнине тата Чăваш Енре «Паллă çынсен çулталăкне» халалласа районти тĕп библиотекăра «Мухтава тивĕҫлĕ ентешсем» ятпа мероприяти иртрĕ. Мероприятинче тавра пĕлÿçĕ Илья Матвеевич Трофимов 80 ҫул тултарнине те паллă турĕç. Мероприятине тавра пĕлÿçĕсем, юлташĕсем, вулавăш ĕҫченĕсем хутшăнчĕç.

Илья Матвеевич ачаранах çĕре юратса ÿснĕ. Хăйĕн ĕç стажне лаша пăхаканран, кĕтÿçĕрен, кочегартан пуҫланă. Хăйĕн пысăк ăсĕпе, тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе, тÿрĕлĕхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăнă Илья Матвеевичĕ Вăл тĕрлĕ вырăнта ĕçлет, комсомол организацийĕн секретарĕ, трактор бригадин бригадирĕ, профсоюз организацийĕн председателĕ, «Победа» колхоз председателĕн çумĕ, политпросвещени парткомĕн кабинет заведующийĕ. 1997 ҫултан тивĕçлĕ канăва тухиччен «Кушкă» СХПКан тĕп агрономĕ пулса ĕçлет. Ҫĕр-аннемĕрĕн мухтавлă ĕçченне, Илья Матвеевича Трофимова 1973 çулта «Ĕҫлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ» орден парса чысланă.

Илья Матвеевич паллă краевед. Унăн килти архивĕнче ял, район историйĕпе çыхăннă пин-пин документ упранать. Районти кашни ялăн, шкулăн, чиркĕвĕн кĕске историйĕ, ял, ҫĕр планĕсем, паллă çынсем çинчен çырнисем, авалхи фотоÿкерчĕксем. Илья Трофимов Елчĕк район энциклопедийĕ, «Крылатая молодость», «Елчĕк тăрăхĕ» тата ытти кĕнекесене кăларма, материалсене пухса хатĕрлес ĕçре чылай вăй хунă. Кунта та каласа хăварас килет «Елчĕк тăрăхĕ» кĕнеке кун çути курнăранпа 20 ҫул çитрĕ. Кĕнеке 2002 ҫулта пичетленсе тухнă. Кунта ялсен историйĕ, халăх кун-çулĕ, çынсен пурнăçне сăнласа панă.

Кушкă ялĕнче ҫуралса ÿснĕ Владимир Галошев сумлă юбилей умĕн, «Краевед и этнограф Трофимов Илья Матвеевич – 80 лет» ятпа кинофильм кăларнă. Тĕлпулăва хутшăннисем ҫак кинона пăхса краеведăн ĕҫĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашрĕҫ, тухса калаҫса хак пачĕҫ, саламларĕҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code