Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Диспансеризацие йыхравлатпăр

Диспансеризацие йыхравлатпăр

Елчĕкри тĕп больницăра хăш-пĕр ушкăнри çитĕннĕ çынсем 2021 çулта диспансеризаци тухнине пĕтĕмлетнĕ.

Иртнĕ çулта диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр 3555 çын тухнă, вăл шутран арçынсем – 1419, хĕрарăмсем – 2136. 670 çынна пĕрремĕш тĕрĕслев хыççăн ятарлă специалист тухтăрсем патне янă. Районта юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чир-чĕрĕ малта тăрать. Пĕлтĕр 56 çыннăн юн çаврăнăшĕпе çыхăннă чир-чĕр пуррине тупса палăртнă.

– Кунта çыннăн ÿсĕмĕ кăна пысăк вырăнах йышăнмасть, паллах. Ку чухне тулашри хутлăх, пурнăç йĕрки, çавăн пекех организмри генетика уйрăмлăхĕсем витĕм кÿреççĕ. Çакна асра тытмалла: юн пусăмĕ ÿснине çирĕплетсе диагноз лартиччен эмелсĕр мероприятисене тĕпе хумалла. Чĕре хытă ĕçленине чакармалла, апат рационĕнче тăвар, шыв шутне пĕчĕклетмелле. Выльăх çăвĕ рационра пачах пулмалла мар. Çирĕп кун йĕркине ĕçе кĕртмелле, хусканусем тумалла. Пирус туртассинчен, эрех-сăра ĕçессинчен пăрăнмалла, – пĕлтерет тĕп больницăри Ирина Васильева кардиолог тухтăр.

Диспансеризаци вăхăтĕнче, сывлăх ушкăнĕсене палăртса, 2683 пациента тĕплĕн тĕрĕслесе тăма палăртнă. Пĕрремĕш сывлăх ушкăнне 552 çын кĕнĕ.

Ял халăхне тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе вырăна тухса йышăнассине ĕçе кĕртнĕ. Уйрăмах инçетри ялсене çитме тăрăшнă. Пĕлтĕр кăна 90 хутчен ялсене тухнă, 1054 пациента йышăнса тĕрĕсленĕ.

– Хамăрăн сывлăха миçе çулта пулнине пăхмасăр тĕплĕн пăхса тăмалла. Çавăнпа та тăтăшах профтĕрĕслев витĕр тухмалла. Ку ĕçе ырана хăварма юрамасть. Чир-чĕре маларах тупса палăртсан чылай чухне ăна çийĕнчех татса пама пулать, – тет участокри терапевт врач Убайдулла Бекмуратов.

Тĕп больницăра медицина профилактикин кабинечĕ 8 сехетрен пуçласа 15 сехет те 42 минутчен ĕçлет. Пациентсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă график хатĕрленĕ. Инçетри ялсене специалистсен ятарлă бригади вырăна тухса та тĕрĕслет. Çавăн пекех ватă çынсемпе инвалидсене тĕрĕслеве ятарлă транспортпа илсе килессине йĕркеленĕ.

Кăçал 5484 çыннăн диспансеризаци витĕр тухмалла. Хаклă ентешĕмĕрсем! Тĕрĕслеве килĕр, кĕтетпĕр сире. Кăçал 1983, 1986, 1989, 1992, 1995, 1998, 2001, 2004 çулсенче çуралнă, 40 çултан иртнĕ мĕнпур çыннăн тата уйрăм категорине кĕрекен граждансен диспансеризаци витĕр тухмалла. Профилактика тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци чир-чĕр шала кайиччен тупса палăртмалли чи лайăх мел. Хамăрăн сывлăхшăн хамăр тăрăшмасан чир-чĕртен сыхланаймăн.

Л.КАПЛАМОВА,
поликлиника заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code