Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кÿлĕсен хуçи

Кÿлĕсен хуçи

Гурий Алексеев /сăн ÿкерчĕкре/ Тăрăм ялĕнче 1931 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ – Михаил Алексеевич – ялти чи малтанхи трактористсенчен пĕри пулнă. Гурий Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченех ашшĕпе пĕрле плугарь пулса ĕçленĕ. Сакăр çулхи ача! Колхозри ытти ĕçсене те хутшăннă вăл. Хальхи вăхăтра 8-10 çулхи ачана çĕр сухалама илсе кайсан саккуна хирĕç кайни пулать.

Гурий, Елчĕкри МТС çумĕнчи трактористсен курсне пĕтерсен, 1956 çулта МТСра «тимĕр ут» штурвалне алла тытать. Асăннă предприяти, çулсем иртнĕ май, ятне те улăштарса пынă. Каярахпа, «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕнче, Гурий Михайлович 1992 çулччен вăй хунă. Кунтанах тивĕçлĕ канăва кайнă.

Г.Алексеева «Хисеп Палли» орденпа, «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» тата ытти медальпе, виçĕ хутчен «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», икĕ хутчен «Пилĕкçуллăх ударникĕ», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăсемпе чысланă. Унăн пархатарлă ĕçне «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ятпа та палăртнă.

Гурий тете çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех скреперпа /çĕр хырса тикĕслекен машина/ пĕвесем пĕвеленĕ, кÿлĕсене хырса тасатнă, çĕнĕ кÿлĕсем, сенаж валли траншейăсем чавнă. Çавна май ăна «кÿлĕсен хуçи» тесе хаклас килет. Хĕлле те алă усса ларман вăл: район çыннисем валли Улатăр, Шăмăршă, Йĕпреç тăрăхĕсенчен çурт-хуралтă тума вăрман турттарнă.

Гурий тете чавнă çĕр лаптăкĕсене пĕрлештерсен мĕн пысăкăш кÿлĕ пулнă пулĕччĕ-ши; Вăрмансенчен миçе пин кубла метр йывăç турттарнă-ши;

Гурий Михайловичпа унăн мăшăрĕ Анна Леонидовна /Аслă Елчĕк хĕрĕ – Катерова/ 6 ывăлпа 2 хĕр ÿстернĕ. Пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. 16 мăнук тата 7 кĕçĕн мăнукĕсем савăнтарнă ватăсене. Анна инке 2013 çулта çĕре кĕнĕ. Гурий тете иртнĕ çул вĕçĕнче 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Шел, кăçалхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче, икĕ эрне иртсен, пиртен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ.

Вилнĕ тăвансем, ял-йыш ячĕсем
Манăçаççĕ вăхăт иртнĕçем.
Пархатарлă, сăваплă ĕçсем
Хăварнă ыр сунса ватăсем.

А.СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code