Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çурт тума ирĕк пур

Çурт тума ирĕк пур

Фермерсене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче çемье валли çурт-йĕр хăпартма ирĕк параççĕ.

Çакăн пирки йышăннă саккун кăçалхи çуркунне вăя кĕмелле. Малашне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче çурт-йĕр хăпартса лартма та май пулĕ. Вăл хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пурлăхĕ шутланмалла. Апла пулин те пурăнмалли çурта пулăхлă çĕрсем çинче тума юрамасть. Тĕслĕхрен, çурт 3 хутран тата 500 тăваткал метртан ытлашши пулмалла мар. Енчен те усă куракан çĕр лаптăкĕ 8-20 гектар пулсан çурт-йĕр лаптăкĕ çĕр лаптăкĕн 0,25 процентĕнчен ытла йышăнмалла мар. Хăш лаптăкра çурт тума ирĕк парассине регионсем хăйсем татса пама тивĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code