Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Кремль конвертĕнче – салам открытки

Халăхра «Ырă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм», – тенине час-часах илтме пулать.

Таяпа Энтринчи Николай Паллин, Кивĕ Арланкассинчи Елена Богданова иртнĕ кунсенче 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ. Вĕсене вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем РФ Президенчĕн салам открыткисене вуласа панă, асăнмалăх парнесем парса чысланă.

Сумлă ĕç ветеранĕсене ачисемпе тăванĕсен, ял çыннисен саламĕсем савăнтарнă. Ĕмĕре ахаль ирттермен юбилярсем, тава тивĕçлĕ ĕçсемпе палăрнă, çĕршыва юрăхлă ывăл-хĕр çитĕнтернĕ. Паян ватăсем ачисен пархатарне курса лайăх пурăнаççĕ. Тăхăр теçетке çула парăнтарнă сумлă çынсем Кремльтен килнĕ конвертри саламшăн тата хĕпĕртенĕ.

Вĕренекен пулма хатĕрленеççĕ

Елчĕкри вăтам шкул кăçал пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен шăпăрлансене кĕтсе илнĕ.

Кунта «Пулас пĕрремĕшсен шкулĕ» ĕçлеме пуçланă. Вера Молоствова, Алена Данилова, Галина Григорьева класс ертÿçисем кашни шăматкун шкула кайма хатĕрленекен ачасемпе тĕрлĕ занятисем ирттереççĕ. Сентябрьте 65 ача парта хушшине ларĕ кунта.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code