Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 900 кун та 900 каç

900 кун та 900 каç

Выçлăх, асап, сивĕ…Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнче паллă йĕр хăварнă Ленинград хулин тата унта пурăннă çынсен паттăрлăхĕ халăх асĕнчен нихăçан та тухмасть.

Ленинграда хÿтĕленĕ çĕрте те, хулинче хăйĕнче те пирĕн ентешсем те сахал мар пулнă. Вĕсем те çак йывăрлăхсене ыттисемпе пĕрлех чăтса ирттернĕ, хулашăн пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă. Ленинград хулине тăшманран хÿтĕлеме 15 пин ытла чăваш салтакĕ хутшăннă, вĕсенчен 5000-ĕшĕ Питĕр çĕрĕ çинчех выртса юлнă. 1800-ĕшĕ «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ.

Хăрушă блокада 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен тăсăлнă. Совет çарĕсен Нева çинчи хулашăн пынă оборони нимĕçсен планне пĕтĕмпех путлантарса лартнă. Ленинграда хÿтĕленĕ тата унăн блокадине сирсе ярассишĕн пынă хаяр çапăçусенче Çурçĕр-хĕвел анăç, Ленинград, Волхов, Карели тата 2-мĕш Прибалтика фрончĕсемпе Балтика флочĕн Ладогăпа Онега çар флотилийĕсен, ПВО çарĕсемпе ытти çар чаçĕсем, çавăн пекех Ленинград ĕç çыннисенчен йĕркеленĕ ополчени полкĕсемпе партизансем нихçан манми паттăрлăхпа хăюлăх тата тÿсĕмлĕх кăтартнă. Нимĕç фашисчĕсем Ленинград хулине пĕтĕмпех çĕр çинчен шăлса тасатма, халăхне тĕппипех пĕтерме палăртнă. Çак тĕллевпе Хĕвел анăç Пруссин «Север» армийĕн ушкăнĕ /29 дивизи/ сывлăшран тапăнакан пĕрремĕш флот /760 самолет/ пулăшнипе Даугавпилс тата Ленинград хулисене хÿтĕлекен Прибалтика çарĕсене пĕтерсе тăкса, Балти порчĕпе Ленинграда тата Кронштадта тытса илмелле пулнă.

Тăшман çарĕсем Ленинграда 1941 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче тапăнма пуçланă, кĕске вăхăтрах хулана хÿтĕлекенсене хĕссе лартнă, каярахпа ункăласа çавăрса илнĕ. Вĕçĕмсĕр бомбăсем пăрахнипе, пысăк калибрлă тупăсенчен персе тăнипе тата çар хатĕрĕсем, апат-çимĕç сахалланса пынипе хула çыннисемпе ăна хÿтĕлекенсен хальччен курман инкекпе выçлăха тÿсĕмлĕн чăтса ирттерме тивнĕ. Тăшман хупăрласа илнĕ хулана пысăк çĕрпе çыхăнтаракан пĕртен-пĕр çул – «Пурнăç çулĕ» – Ладога кÿлли урлă иртнĕ. Ун тăрăх, тăшман кунĕн-çĕрĕн персе тăнине пăхмасăр, хĕллехи вăхăтра – пăр çийĕн, çулла çар карапĕсемпе хĕç-пăшал, апат-çимĕç, ытти çар хатĕрĕ турттарнă.

/Хамăр инф./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code