Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хыçра 90 çул

Хыçра 90 çул

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче тÿрех икĕ ветеран – Леонид Кудряшов тата Раиса Матвеева 90 çул тултарнине паллă тунă. Сумлă пулăмпа вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă открыткине вуласа панă тата парнепе чысланă.

Леонид Константиновичăн ачалăх çулĕсем уй-хирпе, каярахпа фермăпа çыхăннă. 40 çул ялти шкулта завхоз пулса ĕçленĕ. Халĕ те «ылтăн алăллă» теççĕ ăна. Пулас çурт проектне тумалла-и, чÿрече рами ăсталамалла-и, алăк лартмалла-и – çынсем ун патне васканă. Мăшăрĕпе – Роза Михайловнăпа – 65 çул пурнăç çулĕпе пĕрле утаççĕ, 5 ача пăхса çитĕнтернĕ.

Раиса Ермиловна нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Хаяр вăрçă пуçлансан 9 çулхи хĕр ача уйра тантăшĕсемпе пĕрле пучах пуçтарнă, çум курăк çумланă. Шкул пĕтерсен дояркăра вăй хунă, хăмла çитĕнтернĕ. Вăл Николай Федорович мăшăрĕпе пĕр хĕре пурнăç парнеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code