Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвалид çынна ĕçе илмесĕр тăраймăн

Инвалид çынна ĕçе илмесĕр тăраймăн

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вакансисене кăтартмалли «Раççейри ĕç» портал тĕп канал ĕçлеме пуçланă.

Унта мĕн пур шайри власть органĕсен, патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсен, унитари предприятийĕсен, юридика сăпачĕсен, 25 çынран ытларах ĕçлекен учрежденисен пĕрлехи цифра платформинче ĕç вырăнĕсем пурри çинчен обязательнăй йĕркепе информаци вырнаçтармалла. Çавăн пекех ĕç параканăн кашни уйăхрах пушă ĕç вырăнĕсем пуррине /порталта информаци пĕр уйăхран çухалать/ çирĕплетсе тăмалла, ĕçлев службисем «Раççейри ĕç» платформа урлă сĕннĕ кандидата ĕçе илни е гражданин тивĕçтерменни /çакăн сăлтавĕсене кăтартса/ 5 кунран кая юлмасăр пĕлтермелле.

Кăçалхи тепĕр çĕнĕлĕх инвалид çынсен гарантийĕсемпе çыхăннă. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен сусăр çынсем валли ĕç вырăнĕ йĕркелени кăна вĕсене ĕçе вырнаçтарни шутланма пăрахать. Çавăнпа предприяти ертÿçи инвалида чăннипех те ĕçе илни кăна çак тивĕçе туллин пурнăçланине çирĕплетет.

Сăмах май, саккунри çĕнĕлĕхсене пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттарассине те палăртнă. Должноçри çынсен штрафĕ – 300-500 тенкĕ, юридици сăпачĕсен – 3-5 пин тенкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code