Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Хусанкай сăввисене янратнă

Хусанкай сăввисене янратнă

Чăваш наци конгресĕн çамрăксен ĕçĕсен «Хастар» комитечĕ регионсем хушшинче иртнĕ, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Кунта чи пахи – поэтăмăр çырнă сăвăсене илемлĕ вуласси. Онлайн-конкурса 18 çул тултарман ачасем хутшăннă: ача-пăча садне çÿрекенсем, шкулсенче вĕренекенсем. Тăватă ушкăнпа.

Сăвă вулакансен пултарулăхне тишкерсе хаклама «Хастар» ушкăна пĕрре те çăмăл пулман. Конкурса хутшăнакансем чăваш тумне тăхăнса, сăвăри сăнарсемпе килĕшÿллĕн çепĕç сассисене кирлĕ пек вылятса Хусанкайăн сăввисене янратнă. Тата ачасем ÿркенмен: ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле сăвă вуланине ÿкерме вăрмана та кайнă, юрпа шуралнă урама та тухнă. Маттурсем-çке! Шел пулин те хăш-пĕр видеосем çинче ÿкерчĕкĕ тĕтреллĕрех е тата сасси шăпрах… Апла пулин те жюри тăрăшсах ачасен ĕçĕсене пăхса тухнă. «Хастар» ертÿçи Елена Порфирьева конкурса пĕтĕмлетсе çапла каланă:

– Çĕнтерÿçĕсене, паллах, эпир чун-чĕререн саламлатпăр. Вĕсем Петĕр Хусанкайăн сăмах вăйне туйса илме пултарсан, вĕсене малашне те çак конкурс çитĕнÿсем тума пулăшсан, ман шутпа, эпир хамăр тĕллеве пурнăçларăмăр. Тата вĕрентекенсене тав сăмахĕ калас килет. Хальхи саманара эпир нумайăшĕ пăшăрханатпăр чăваш ачисем вырăсланса пынишĕн. Кунта ĕнтĕ 300 ытла конкурсант хутшăннине шута илсен, ман шутпа, эпир пулнă, пур, пулатпăр.

Пултарулăх ăмăртăвĕнче пирĕн районти шкулсенчен Елчĕксемпе Çирĕклĕ Шăхальсем палăрнă. 1-4 классенче вĕренекенсен ушкăнĕнче II степень лауреат дипломне Богдан Игнатьев çĕнсе илнĕ. Дарья Цыгановăпа Карина Павлова иккĕшĕ те III степень диплома тивĕçнĕ. Полина Иванова /Çирĕклĕ Шăхаль/ 9-11 классен йышĕнче 2-мĕш.

Дипломантсенчен Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Анна Смирновăпа Мария Крылова /кĕçĕн классен ушкăнĕ/ II-мĕш, Елчĕкри Анастасия Багадерова III степень дипломсемпе хавхаланĕç. Аслă ушкăнра тупăшнă Ксения Воробьева та /Елчĕк/ дипломант, унăн II степень диплом.

Сăн ÿкерчĕкре: Б.Игнатьев Т.Маркова вĕрентекенĕпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code